Ялти пурнăçа лайăхлатсах пымалла
Пурнăç урапи çаврăнать те çаврăнать. Çулталăка ăнăçлă вĕçлессишĕн çанă тавăрса ĕçлерĕмĕр малтан. Халь вара пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, ăнăçусемшĕн савăнатпăр, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн тимлетпĕр, умри тĕллевсене палăртатпăр.
Тăвай енри предприятисемпе организацисен, учрежденисен коллективĕсем çĕнелнĕ хавхаланупа хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пуçларĕç ĕнтĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев кĕске хушăра вĕсемпе тĕл пулса калаçнă, ĕçченсен шухăш-ĕмĕчĕсемпе паллашнă, сĕнÿсем панă.
Иртнĕ эрнере вара Юрий Егорович ялта пурăнакансемпе тĕл пулма пуçларĕ. Унпа пĕрле Ураскассинче район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.Чайкин, пайсен ертÿçисем – В.Шакров, В.Ванерке, Г.Масленников, Л.Аввакумова, шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕ В.Обаськин, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Ю.Ефимов тата район пуçлăхĕ Т.Шакшина пулчĕç.
Ураскасси – районти пĕчĕк ялсенчен пĕри. Унта 168 кил хуçалăх шутланать, 125-ĕшĕнче 367 çын пурăнать. 43 кил хуçалăхĕ хупăннă, çак шутра çулла пурăнаканнисем те пур. Ку ял Элпуç ял тăрăхне кĕрет. Унăн ертÿçи пулма асăннă территорире пурăнакансем В.Ефимовах шанчĕç. Ял пухăвне çавăнпа Владимир Никифорович уçрĕ. Вăл ураскассисене килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев сăмах илчĕ малтан. Пурне те кивĕ Çĕнĕ çулпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. “Ял çыннин шухăш-кăмăлне çывăх пĕлмесен, район пурнăçне малалла аталантарма йывăр. Çавăнпа вырăна тухсах çавнашкал тĕл пулусем йĕркелеме шутларăмăр. Уççăн, пĕр-пĕрне шанса, хамăр малашлăха лайăх енĕпе кăна курас тĕллевпе калаçар. Кунта пуçласа килтĕмĕр, çапла районти кашни ялтах пулма тĕллев тытрăмăр. Хамăр тăрăшмасан пире никам та çÿлтен килсе туса памасть. Çавăнпа пурне те калаçăва хутшăнма сĕнетĕп”, – терĕ Юрий Егорович.
Вăл районăн иртнĕ çулхи çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, çитменлĕхсене асăнчĕ. Район бюджечĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Малтанлăха прогноз тунă тăрăх кăçал тĕрлĕ çăл куçсенчен Тăвай ен бюджетне 214983, 3 пин тенкĕлĕх тупăш кĕмелле, çав шутра республика бюджетĕнчи трансфет – 185067, 5 пин тенкĕлĕх. Тăкак вара тупăшран ытларах, 216361, 1 пин тенкĕлĕх. Бюджет дефицичĕ, малтан шутласа пăхнă тăрăх, 1377, 8 пин тенкĕлĕх пулмалла. Элпуçĕнчи çĕнĕ шкулăн, “Акконд-агро фирма” обществăн çĕнĕ витипе сĕт хатĕрлекен цехăн ĕçĕсем пирки, район центрĕнче кăçал физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс тума тытăнасси çинчен пĕлтерчĕ.
Нумай хваттерлĕ кивĕ çуртсене тĕплĕ юсав тăвассине малалла тăсаççĕ иккен кăçал. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнчи, вĕрентÿри, сывлăх сыхлавĕнчи, культурăри ытти ĕмĕт-тĕллевсем пирки те манмарĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
“Ялти çынсене чи малтанах çутă, шыв, газ тата çул кирлĕ. Клубăн, магазинăн, фельдшер пункчĕн çынсене лайăх шайра тивĕçтермелле. Ялта комплекслă компактлă застройка тума документсем хатĕрлемелле. Урамсенче тирпейлĕ пулмалла, хĕллехи кунсенче те çакăн пирки манмалла мар, çулсене юр хĕвсе кайнă тĕслĕхе çийĕнчех пĕтермелле. Васкавлă пулăшупа пушар машинисене кĕрсе тухма май килнĕ таран лайăх услови туса памалла. Юпасем çинче кăнтăрла та электроçутă çунмалла мар. Шăрăх кунсенче пĕлтĕр шывсăр аптăранă ялсем, çавнашкалли урăх ан пултăр тесен пур тарасасемпе çăлкуçсене юсамалла е çĕнни тумалла. Башньăсене тивĕçлĕ шайра пăхса тăмалла. Шыв укçи пухассине йĕркене кĕртмелле. Ĕçлесе хатĕрлемен çĕрсен лаптăкĕсене чакарса пымалла. Паянхи кун çинчен кăна мар, малашлăх çинчен шухăшламалла. Çын пурнăçĕ ылтăнран та хаклăрах пулнине яланах асра тытмалла”, – çакнашкал тĕллевсем лартрĕ ял çыннисем умне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.
Элпуçĕнчи, Çĕнçырмари кивĕ шкулсен малашнехи шăпи, Ураскассинчи шкул çулчченхи ачасене тивĕçлĕ шайра воспитани парассине йĕркелесси, сĕт хакĕ пĕчĕкки, ялта шывпа начар тивĕçтерни, урамсене юртан тасатса ĕлкĕрсе пырайманни пирки тата нумай ыйту пачĕç çынсем. Вĕсем çине çийĕнчех хуравлама тăрăшрĕç пухура. Район пуçлăхĕ Т.Шакшина тата çÿлерех асăннă пайсен, службăсен ертÿçисем, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Никифоров тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Ураскассинчи халăх театрне Тăвай енре кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Шăпах 25 çул каялла ялсемпе хуласенчи халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланă вĕсем. Район администрацийĕн пулăхĕ Ю.Васильев театр коллективне парне, хăш-пĕр артистсене тата П.Никифоров режиссера, ялти фельдшер пунктĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă М.Ефремована Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕ. Çавнашкал ялтах тĕл пулса çывăх калаçнипе питĕ кăмăллă юлчĕ халăх, пуху вĕçленсен те тĕрлĕ ыйтусем пама васкарĕç. Ялти пурнăç чĕрĕлĕхĕ, ăна тивĕçлĕ шайра тытасси хăйсен тăрăшулăхĕнчен те чылай килнине ăнланчĕç çынсем.
"Ял ĕçченĕ"