Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Мухтав сана, юратнă театр

Ураскассинчи культура çуртĕнче ларма вырăн çук. Чылайăшĕ хыçалта тăрать. Кашни çулах çавнашкал нумай çын пухать ялти халăх театрĕ. Вырăнти артистсен пултарулăхне çапла хаклаççĕ вĕсем, пĕтĕм ĕçе пăрахса спектакль курма васкаççĕ.
Хальхинче халăх театрĕн 25 çулхи юбилейне паллă тума пухăннă ял-йыш, тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем.
Асăннă коллектив хăйĕн утса тухнă çулĕпе сцена çинче выляса, кинокадрсемпе аса илÿсем урлă тĕплĕн паллаштарчĕ. Ураскассинчи халăх театрне юбилейпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, Элпуç ял тăрăхĕн ертÿçи В.Ефимов, Чăваш çамрăкĕсен театрĕн илемлĕх ертÿçи С.Васильев, социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.Масленниковпа Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, “Поддержка” страхлакан компанин представителĕ М.Краснова тата ыттисем саламларĕç, артистсене Хисеп грамотисем, парнесем пачĕç, малашлăхра ăнăçу сунчĕç. А.Григорьев предприниматель те асăннă коллективпа пĕрле пулчĕ. А.Васильева юрăç, Н.Владимировапа А.Андриянов ташăçăсем те уява илем кĕртме пулăшрĕç. Ялти халăх театрĕн артисчĕсем, ураскассисем пĕрле юбилей каçне çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарчĕç.
Ураскассинче маларах та пулнă театра юратакансем. “Ялта”, “Анисса”, “Кăра çилсем” тата ытти спектакльсем лартнă çамрăксем, пушă вăхăта усăллă ирттернĕ вĕсем. Çулсем иртнĕ май çак ĕçĕн вучахĕ тĕлкĕшме кăна пуçланăччĕ. Анчах сÿнме памарăмăр ăна. Сцена искусствине кăмăллакансем тепĕр хут чăмăртантăмăр, çĕнĕ вăйпа, хавхаланупа пуçларăмăр хамăрăн кăсăклă ĕçе. 1985 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче “Туй икерчи” постановкăпа паллаштартăмăр ял халăхне. Аван йышăнчĕç куракансем. Çакă пире хавхалантарчĕ. Ĕç йĕрки улшăнчĕ, рольсене çырса илсе пăхмасăр вĕренеттĕмĕр, спектакльсене декорацисемпе, юрă-кĕвĕсемпе илемлетме пуçларăмăр. Кĕскен каласан, сумлă театрсен ĕç меслечĕсене хăнăхса пытăмăр. Çапла кăсăк сюжетлă, паха постановкăсене çине-çинех сцена çине кăлараттăмăр. Таврари ялсене çитсе хамăр спектакле кăтартаттăмăр, районти смотрсенче малти вырăнсене йышăнаттăмăр. Килĕштеретчĕç эпир вылянине çынсем, чылайччен алă çупса тав тăватчĕç. Асăрхарĕç пире, 1992 çулта “халăх театрĕ” хисеплĕ ят пачĕç коллектива. Çак пысăк сума тÿрре кăларма чылай тар кăлартăмăр.
Роль хыççăн роль, спектакль хыççăн спектакль. Фестивальсем, смотрсем, конкурссем, гастрольсем... Театр репертуарĕ çулран çул пуянланса пычĕ. Чăваш, вырăс, украина, мари, пушкăрт драматургĕсен пьесисене выляма тÿр килчĕ. Ф.Павловăн, Н.Айзманăн, Николайпа Геннадий Терентьевсен, Н.Сидоровăн тата ытти паллă çыравçăсен ячĕсем çырăнчĕç афишăсем çине.
Театр историне кĕрсе юлнă спектакльсем – “Ялта”, “Мария валли укçа”, “Шуйттан чури”, “Телейсĕрскер” – пурĕ 28 постановка. Вĕсене пăхса çынсем ахăлтатса кулнă та, куççулленсех макăрнă та. Концерт программисем те йĕркеленĕ пирĕн коллектив.
Сăнарсене чун кĕртекенсем – артистсем. 25 çул хушшинче 100 яхăн çын вылянă сцена çинче. А.Чувакова, В.Васильева, А.Александрова, Л.Лазарева (Дмитриева), Н.Васильева (Владимирова), Л.Степанова (Васильева), А.Никифорова (Николаева), Е.Гаврилова, С.Антонова, В.Никифоров, Ст.Васильев, А.Иванов, Л.Иванов, Н.Васильев, Г.Григорьев, А.Васильев, Г.Федоров, А.Григорьев... тата вун-вун ят. Пурне те асăнса пĕтереймĕпĕр. Чĕрĕк ĕмĕр сисĕнмесĕр хыçа юлчĕ çапла. Çак тапхăрта Ураскассинчи халăх театрне пулăшнă артистсене, ял-йыша, пире сума суса уява хутшăннă хăнасене чун-чĕререн тав тăватпăр. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.


"Ял ĕçченĕ"
21 января 2011
00:00
Поделиться