Тимлĕх чуна ăшăтать, çынна шанăç кÿрет
Çак эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев чиркÿ пачăшкисемпе тĕл пулчĕ. Йăлана кĕнĕ Кăшарни умĕнхи “çавра сĕтел” тĕл пулăва çавăн пекех администраци пуçлăхĕн çумĕ, тĕн пĕрлешĕвĕсем енĕпе ĕçлекен районти канашĕн председателĕ В.Шакров, администраци ĕçĕсен управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Чайкин, чиркÿ пур ялсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Юрий Егорович тĕн çыннисене кĕскен районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ, 2011 çулхи тĕллевсемпе малашлăх планĕсем çинчен каласа пачĕ. Владимир Яковлевич маларахри çулсенче настоятельсем панă сĕнÿсем пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарчĕ, пачăшкăсем район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси ĕçĕ-хĕлĕ çине ырă витĕм кÿнине палăртрĕ.
Тăвайра Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ уçăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна тăвас ĕçре Турра ĕненекенсем, спонсорсем пысăк пулăшу пачĕç. Кăçал чиркÿ патне пыракан çула тата çурт тавра асфальт сарса тирпей-илем кĕртес тĕллев тăрать. Пачăшкăсем районти тĕп больницăра сипленекенсем валли тĕн йăли-йĕркисене пурнăçлама ятарлă пÿлĕм уйăрса пама ыйтрĕç. Администраци пуçлăхĕ ыйтăва татса пама шантарчĕ.
Тĕл пулу вĕçĕнче Николай атте районти пачăшкăсен ячĕпе Юрий Егорович Васильева тĕне ĕненекенсен шухăш-кăмăлне шута илме тăрăшнăшăн тав турĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак тĕл пулăва ытахальтен ирттермерĕ, пирваях çĕнĕ пуçлăх районта пурăнакан тĕрлĕ çынсен шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлес, вĕсене ăс-хакăл, йĕрке-тирпей, культура воспитанийĕ парас ĕçре чиркÿ витĕмĕпе те анлăрах усă курас тĕллевпе йĕркелерĕ. Пытармалли çук, хальлĕхе кулленхи пурнăçра эпир тÿнтерле йăла-пулăмсемпе те тĕл пулатпăр.
"Ял ĕçченĕ"