Усăллă тĕл пулусем
Январĕн 19-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ пулса иртнĕ. Информаци ушкăнĕсем халăхпа вĕренÿ учрежденийĕсенче, пĕтĕмĕшле практика врач офисĕсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче, культурăпа кану учрежденийĕсенче, ытти çĕрте тĕл пулнă. Тĕл пулусене Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М.М.Архипов, патшалăх службин Атăлпа Вятка академийĕн Шупашкар хулинчи филиалĕн директорĕ В.Д.Данилов, Чăваш наци музейĕн директорĕ И.П.Меньшикова хутшăннă. Вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн яваплă çыннисем те пулнă. Тĕп темăсем çаксем: 1. Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн ĕçне лайăхлатмалли программăна пурнăçлани çинчен; 2. вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем мĕнле ĕçленине талккăшпе федераллă статистика сăнавĕ ирттересси çинчен; 3. “Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшне çĕнетмелли пайĕпе Раççей Федерацийĕн уйрăм законодательство акчĕсене улшăнусем кĕртни çинчен”.
М.М.Архипов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ, унта Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев, администрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен сектор заведующийĕ С.П.Егоров, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ – обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ В.В.Федоров та кĕнĕ, Тăвайри тĕп больница учрежденийĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Калаçу йĕркипе иртнĕ тĕл пулура маларах асăннă темăсене хускатнисĕр пуçне, 2011 çулта коммуналлă услугăсен, çут çанталăк газĕпе шĕветнĕ газ, автомобильпе тата электричество транспорчĕпе пассажирсем турттарнин тарифĕсем пирки каласа панă. Çынсем территорие тирпей-илем кĕртес, халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусемпе те интересленнĕ. Вĕсем çине информаци ушкăнĕнчисем тÿрех хурав панă. Çавăн пекех вĕсем пĕрлехи ĕç кăна ăнăçусем кÿнине палăртнă.
В.Д.Данилов ертсе пыракан ушкăн, унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ В.Я.Шакров, юридика службин сектор заведующийĕ Е.В.Бельская, “Пĕрлехи заказчик дирекцийĕ” МУП директорĕ А.Г. Степанов кĕнĕ, Тăвайри культурăпа кану центрĕнче, поселенисем хушшинчи библиотекăра, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă, культурăпа вĕренÿри проблемăлла ыйтусене, сывлăх сыхлавĕн ĕçне лайăхлатмалли программăна сÿтсе явнă, Тăвай районĕн электораллă паспорчĕпе паллаштарнă. Ял çыннисене çавăн пекех палăртнă пек усă курман ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен çĕр участокĕсен пайĕсемпе мĕнле пуласси кăсăклантарнă.
И.П.Меньшикова администрацин организаципе контроль ĕçĕн тата информаци пайĕн начальникĕпе О.А.Ломоносовпа пĕрле Чутей ял поселенийĕнче пулнă.
Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркипе килĕшÿллĕн район администрацийĕнче ĕçлекенсемпе тата районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен членĕсемпе те тĕл пулусем иртнĕ.
Ытти ял поселенийĕсенче пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе те тĕл пулса калаçнă, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
"Ял ĕçченĕ"