Чи малта – çын сывлăхĕпе пурнăçĕ
Тунти кун иртнĕ эрнери, январь уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи лару-тăрăва пăхса тухрĕç. Планеркăна район тата администрацин пуçлăхĕсем Т.Шакшинапа Ю.Васильев, район прокурорĕ В.Николаев, администраци пайĕсен начальникĕсем, федераллă тата регионри службăсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
–Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Ку система кăлтăксăр ĕçлемелле. Çын сывлăхĕпе пурнăçĕ çине начар витĕм кÿрекен тĕслĕхсем пулмалла мар. Йывăр лару-тăрура районта пурăнакансене хăвăрт пĕлтерессине йĕркелесси пирки те сăмах пычĕ планеркăра. Çынсем электроэнергипе тата газпа усă курнăшăн тÿленине çирĕп контроллеме пуçламалли пирки те палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Темиçе уйăх хушши сăлтавсăрах тÿлемесĕр пурăнакансене тивĕçлĕ айăплав тыттарма сĕнчĕ.
Ял тăрăхĕсенче çĕр налогĕсем пухас ĕçе хăвăртлатма, çул-йĕрсене юртан тасатсах тăма ыйтрĕ. Нарăс уйăхĕ вĕçлениччен пама ыйтнă çĕрсене усă курассине йĕркелесе пĕтерме, ыйтманнисене регистрацилеме пуçлама хушрĕ Ю.Васильев. Шыв укçин тата çÿп-çап турттарса тухнин тарифĕсене çирĕплетме çынсене пухса калаçмалла.
Çĕнĕ çулăн малтанхи уйăхĕнчех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 85 çын пынă, вĕсенчен 61-шне ĕçсĕр тесе палăртнă. “Кĕçех газооператорсене, повар-кондитерсене вĕрентме пуçлатпăр”, – пĕлтернĕ “Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр” патшалăх учрежденийĕн директорĕ Л.Кузьмина.
Çавăн пекех шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕ В. Обаськин, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станципе “Канашмежрайгазăн” Тăвайри участокĕн ертÿçисем А.В.Шакинпа В.И.Семенов, пушар хуçалăхĕн начальникĕ А.А.Шакин харпăр хăй системинчи иртнĕ эрнери лару-тăру пирки пĕлтернĕ.
"Ял ĕçченĕ"