Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çăлпуçсемпе тĕл пулнă

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев çăлпуçсемпе тĕл пулчĕ. Çынсем ялти клуба чылайăн пухăнчĕç. Юрий Егорович калаçнине тимлĕн итлесе ларчĕç вĕсем. Çăлпуçĕнче çавнашкал йĕркеллĕ пуху тахçантанпах пулман. Район центрĕнче çав кун ăшă системи темиçе çĕрте шăтнă пирки Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Гаврилов килеймен. Унăн çумĕ Ю.Королева пулчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ял-йыша ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Тăвай ен пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, йывăрлăхсемпе умри тĕллевсем çинчен каласа кăтартрĕ.
Кашни ялтах шыв, газ, çутă пулмалла. Урамсене тирпейлĕ тытмалла, васкавлă пулăшупа пушар автомашинисем чăрмавсăр кĕрсе çÿремелле тумалла вĕсене. Тарасасене, пĕвесене тасатмалла. Хăш-пĕр çĕрте клуб, фельдшер пункчĕ, библиотека йĕркеллĕ ĕçлемест е вĕсем пачах çук. Çынсем суйланă депутатсен ял пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ĕçлемелле, хут çинче кăна шутланса ан тăччăр вĕсем. Влаçра тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан, коррупци серепине лекмен çынсен ĕçлемелле.
–Çавнашкал çывăх ларса калаçнипе усă курса сирĕн шухăш-кăмăлăра та пĕлес килет. Район, ял пурнăçне малалла аталантарассишĕн мĕн тумалла малашне? Сĕнÿсем пама пултаратăр, – терĕ вăл. Çăлпуçсем ăна нумай ыйту пачĕç. Тăвай ялĕнче ăшă системине мĕнле юсанине пĕлме васкать пулин те, кашни çынна тимлĕ итлерĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ, тивĕçлĕ хурав пачĕ. Кашни коллектива, кашни яла çитсе çынсен шухăш-кăмăлне ăнланма тăрăшать пулас вăл.
Ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтать иккен районăн йывăр лавне туртма шаннă çын. Иртнĕ вăхăтра эпир ытларах хамăр шухăш-кăмăлсене тивĕçтерсе канлĕ пурăнтăмăр пулас. Тăрăшса ĕçлекене усал шухăшлисем такăнтарма пултараççĕ. Çавнашкал йывăрлăхсене çĕнтерсех пытăр пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Района ертсе пыракансен, депутатсен, ялсенче пурăнакансен, старостăсен пĕр чăмăра пĕрлешмелле, пĕр шухăш-ĕмĕтпе ĕçлемелле.


"Ял ĕçченĕ"
04 февраля 2011
00:00
Поделиться