Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Районти пайщиксен пухăвĕ иртрĕ

Тĕмерте çĕнетнĕ магазин уçнă хыççăн Тăвайри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ эрнекун кооператорсен пухăвĕ пулчĕ. Совет председателĕ В.Федоров уçрĕ ăна.
Малтан мандат комиссийĕн председателĕ Т.Иванова тухса калаçрĕ. Район администрацийĕн управляющийĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Чайкина пуху секретарĕ пулма суйларĕç.
Редакципе (В.Владимирова, Л.Николаева, Л.Макарова) шутлав (В.Разин, С.Салмина, Г.Александрова) комиссийĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пуçларĕç.
Çакăн хыççăн потребобщество председателĕ В.Федоров отчетлă тапхăрта коллектив мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартрĕ.
Раççейри, Чăваш Енри потребобществăсен представителĕсен пухăвĕсен йышăнăвĕсене пурнăçлас, финанс никĕсне çирĕплетес енĕпе ĕçленĕ тăвайсем 2010 çулта. Потребкоопераци – ял çыннишĕн тăрăшакан тĕреклĕ организацисенчен пĕри.
Системăра виçĕ хозрасчетлă предприяти – “Тăвайри кооператив”, “Тăвай çăкăрĕ”, “Тăвайри общепит” обществăсем.
Паянхи куна 273 пайщик шутланать, пĕр кооперативлă участок пур. Çулталăк хушшинче 12 çынна кооперациленĕ. Кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пай фончĕ 229 пин те 700 тенкĕпе танлашнă.
Районта пурĕ 18 пин ытла çын пурăнать. 31 ялта 6 пин те 594 кил хуçалăх шутланать. Тăвай енре потребобществăн 35 суту-илÿ çурчĕ, арендăна илнĕ 1 магазин, 3 киоск, обществăлла апатланун 11 предприятийĕ тивĕçтерет çынсене.
Юлашки вăхăтра суту-илÿри çĕнĕ мелсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçленĕ. Отчетлă тапхăрта 3 магазинра туянакансене хăйсене тавар суйлама май туса панă. Паянхи куна районта асăннă майпа пирĕн 11 суту-илÿ çурчĕ ĕçлет.
Потребобществăри хуçалăх ĕçĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 198 миллион та 712 пин тенкĕпе танлашнă. Отчетлă тапхăрта ваккăн сутмалли таварçаврăнăшăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 164 миллион та 63 пин тенкĕлĕх пулнă. Аталану программине 112, 4 процент чухлĕ пурнăçланă. Суту-илÿри таварçаврăнăш калăпăшĕ – 148 миллион та 353 пин тенкĕлĕх.
Апат-çимĕç таварĕсем ытларах сутнă çулталăк хушшинче. Çăкăрпа булка, канфет, кăлпасси изделийĕсене, пулă, аш-какай, эрех-сăра, пирус, хуçалăх тата строительство таварĕсем лайăхрах туяннă çынсем. 2010 çулта кредитпа тавар сĕнесси аванланнă.
Куллен кирлĕ таварсен магазинĕ – ялта суту-илÿ тумалли, информаци илмелли, хатĕрлев ĕçне йĕркелемелли обществăлла центр. Унти сутуçăсем хăйсен тивĕçĕсене пĕлеççĕ. Уйăхсерен сутуçăсемпе пухăнса калаçатпăр. 37 магазинран 28-шĕ вăрăмлатнă кунпа ĕçлет, пĕри талăкĕпех çынсене тивĕçтерет. Пĕр çын пуçне отчетлă тапхăрта 11 пин те 363 тенкĕлĕх (Чăвашпотребсоюз системинче – 18 пин те 270 тенкĕлĕх) тавар сутнă. Тенеяльсем республикăри кăтартăва çитернĕ ку енĕпе.
“Тăвайри кооператив” потребобществăн Элпуçĕнчи (Ольга Васильева), Ураскассинчи (Тамара Григорьева), Çĕнçырмари (Людмила Владимирова), Çĕнĕ Пуянкассинчи (Луиза Данилова), Кивĕ Пуянкассинчи (Светлана Кузьмина), Тушкилти (Любовь Трофимова), Сăхăтпуçĕнчи (Надежда Тимакова), Тенеялĕнчи (Зоя Андреева), Йăнтăрчăри (Сильвия Евдокимова), Улянкăри (Людмила Иванова), Енĕш Нăрвашри пĕрремĕш номерлĕ (Людмила Васильева), Енĕш Нăрвашри иккĕмĕш номерлĕ (Надежда Чернова), Тĕмерти (Антонина Никитина), Çĕнĕ Ишпуçĕнчи (Тамара Волкова), Çăлпуçĕнчи (Галина Александрова), Чÿкçырминчи (Надежда Федорова) куллен кирлĕ таварсен, Чутейри апат-çимĕç сутакан (Светлана Походкина), Чутейри промышленноç таварĕсен (Светлана Колотушкина), Тăвай ялĕнчи пĕрремĕш номерлĕ (Лада Сельмина), Тăвай ялĕнчи виççĕмĕш номерлĕ (Надежда Павлова) магазинсем ытти ĕçтешĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
37 суту-илÿ предприятийĕнчен 24-шĕнче çулталăкри тĕллевсене пурнăçланă. Асăннă коллективсенче тавар ассортиментне пуянлатассишĕн тимлеççĕ, ял ĕçченĕсен ытлашши продукцине йышăнассипе ĕçлеççĕ. Малтанхи çулхипе танлаштарсан потребобщество магазинĕсем пурте таварçаврăнăша ÿстернĕ. Эппин, сутуçăсем ялта мĕнле тавар ытларах кайма пултарнине тĕпчеççĕ.
Хатĕрлевçаврăнăш 2010 çулта 9 миллион та 674 пин тенкĕпе танлашнă. 6 миллион та 710 пин тенкĕлĕх продукци халăхран йышăннă. Тир, пахча çимĕç, сĕт, çăмарта пухмалли плансене тултарнă. Çăм, эмел курăкĕ, çĕтĕк-çурăк, кивĕ хут йышăнассипе вара ĕçлемелле-ха. Хатĕрлев енĕпе 28 суту-илÿ çурчĕ ĕçлет. Сăхăтпуçсем, тенеяльсем, йăнтăрчăсем, кармалсем, вăтаяльсем, çăлпуçсем, чутейсем аван тăрăшнă. Сĕт пухассипе Чутейри апат-çимĕç сутакан (заведующийĕ С.Походкина, 51 тонна), Вăтаялĕнчи куллен кирлĕ таварсен (А.Егорова, 50 тонна), Енĕш Нăрвашри пĕрремĕш номерлĕ (Л.Васильева, 48 тонна), Тенеялĕнчи куллен кирлĕ таварсен (З.Андреева, 39 тонна) магазинĕсем малта пыраççĕ. Эмел курăкĕпе Чутейри промышленноç таварĕсен (С.Колотушкина, 456 килограмм), Йăнтăрчăри (С.Евдокимова, 678 килограмм), Çĕнĕ Ишпуçĕнчи (Т.Волкова, 596 килограмм) куллен кирлĕ таварсен магазинĕсем аван ĕçленĕ. Кооператорсене ку ĕçре пенсионерсемпе шкул ачисем чылай пулăшнă.
Отчетлă тапхăрта 880 тонна çăкăр пĕçернĕ, плана 103, 6 процент пурнăçланă. Çăкăрпа булка изделийĕсем хатĕрлессипе эпир Чăвашпотребсоюзăн производство предприятийĕсем хушшинче 8-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Маларахри çулпа танлаштарсан çăкăр, булка изделийĕсем, сухари, шушкă пĕçерессипе, пулă тăварлассипе, алкогольсĕр шĕвексем кăларассипе кăтартусем лайăхланнă.
Кăçал ваккăн сутмалли таварçаврăнăш калăпăшне 182 миллион тенке çитермелле. Ялсенче пурăнакансенчен ытлашши продукцине туянассине татах лайăхлатмалла. Хатĕрлевçаврăнăш программине пурнăçламалла. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупмалла. Строительство материалĕсемпе, йăлара усă курмалли приборсемпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтермелле çынсене тата ытти те.
“Кăçалхи çула та тупăшлă вĕçлессишĕн (законра кăтартнă майсемпе усă курса) кашни ĕçченĕн халех тимлеме пуçламалла. Пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕçлемелле пирĕн, яланах пĕрле пулмалла”, – тесе вĕçлерĕ калаçăвне Вячеслав Николаевич.
2010 çулхи финанс ĕçĕсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе ревизи комиссийĕн председателĕ Н.Филиппова паллаштарчĕ.
Доклада сÿтсе явма С.Орлова пайщик (Тушкил), Л.Данилова сутуçă (Çĕнĕ Пуянкасси), Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ магазин заведуюшийĕ Н.Павлова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Н.Наумова, Шупашкарти кооператив техникумĕн преподавателĕ Л.Селезнева, Чăваш Ен тĕп хулинчи кооператив институчĕн доценчĕ М.Якимов тата ыттисем хутшăннă. Юрий Егорович кооператорсене хăйсен тивĕçĕсене лайăх шайра туса пынăшăн тав турĕ, ачасемпе пĕрле канмалли кафесем кирлине палăртрĕ, суту-илÿ ĕçченĕсене ытларах хавхалантарма, хăйсем туса кăларакан тавара лайăхрах рекламăлама сĕнчĕ. Надежда Ивановна Чăвашпотребсоюз кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, тăвайсем умне çĕнĕ задачăсем лартрĕ, А.Никитина журналиста республикăра иккĕмĕш вырăн тухнăшăн Дипломпа укçан преми пачĕ. Людмила Ивановнапа Михаил Якимович хăйсем ĕçлекен вĕренÿ заведенийĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕç, çамрăксене вĕренме пыма чĕнчĕç.
“Тăвайри кооператив” потребобществăн тĕп бухгалтерĕ Е.Никонорова 2011 çулхи 1-мĕш январьчченхи бухгалтери балансне çирĕплетес тата тупăшпа тĕллевлĕ усă курас ыйтупа тухса калаçрĕ. Пайщиксем баланса пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç.
Унтан “Тăвайри кооператив” потребобществăн 2010 çулхи ĕçне лайăх паллăпа хакларĕç. Улшăнусем кĕртнĕ Устава йышăнчĕç. Ку ыйтупа потребобщество юрисчĕ Я.Шакров тухса калаçрĕ. Коллективăн 2011 çулта малалла утмалли çул-йĕрне ырларĕç юлашкинчен.
“Тăвайри кооператив” потребобщество эмел курăкĕ пухакансене (Чутейри Г.Уезднаяна, Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Т.Шамбулинана, Тăвайри Н.Васильевана, Йăнтăрчăри А.Егорова), сĕт паракансене (Енĕш Нăрвашри Г.Николаевпа Чутейри Г.Цветкова) хаклă парнесемпе хавхалантарнă.
Фойере “Тăвай çăкăрĕ” тата “Тăвайри общепит” тулли мар яваплăхлă обществăсен çăкăрпа булка, канфет изделийĕсен, тăварланă пулă, пылак шыв, тортсен куравĕ ĕçленĕ.


"Ял ĕçченĕ"
04 февраля 2011
00:00
Поделиться