М.В.Игнатьев: «Сÿрĕккĕн ĕçлеме сăлтав çук…»
Нарăсăн 8-мĕшĕнче район администрацийĕнче “Тăвай районĕн 2010 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2011 çулхи задачăсем” темăпа канашлу иртрĕ. Унта депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, администраци пайĕсене, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем, общественность представителĕсем пулчĕç.
Канашлăва ЧР Президенчĕ М.В.Игнатьев та хутшăнчĕ. Республика ертÿçипе пĕрле тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе çумĕсем килнĕ.
Çав шутра: ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, патшалăх строительствипе вырăнти хăй тытăмлăх Комитечĕн председателĕ Г.Г.Васильев, конкуренци политикипе тариф Патшалăх службин республикăри ертÿçи А.Е.Егорова,
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “АККОНД” обществăн генеральнăй директорĕ В.Н.Иванов, халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин республикăри ертÿçин çумĕ М.М.Архипов, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн çумĕ А.А.Быченков, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Г.Николаев,
ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Л.Ш.Тазетдинова, “Россельхозбанк” ОАОн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ И.Н.Письменская, РФ Перекет Банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ К.В.Киргизов. Вĕсем пурте тенĕ пекех тухса калаçрĕç, район чылай енĕпе юлса пынин сăлтавĕсене тишкерме тăрăшрĕç.
М.Игнатьев Президент районти канашлăва ытахальтен çавăн пек «васкавлă пулăшу» командипе килмен. Вăл тăвайсене кĕрсе ÿкнĕ йывăрлăхран тухма пулăшасшăн пулни сисĕнет. Çавăнпа та Михаил Васильевич канашлу ĕçне чи хастар хутшăнакансенчен пĕри пулчĕ. Ю.Васильев тунă отчета итлесе пĕтерсенех Президент сăмах пуçарчĕ: “Тăвай районĕ иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăра 20-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал çитменлĕхе мĕнле пĕтерме шутлатăр? Миçемĕш вырăна çĕкленесшĕн?“ Тÿрех хурав пама та йывăр. Зал пулăшнипе Юрий Егорович 10-мĕшĕнчен кая мар терĕ-ха, анчах ăна пурнăçлама çăмăл пулмĕ. Ун валли çирĕп те шанчăклă никĕс кирлĕ. Районта вак бизнес япăх аталаннă. Администраци те, предпринимательсем те республикăри конкурссене хутшăнмаççĕ, проектсем тăратмаççĕ, апла пулсан грантсем те илеймеççĕ. Мĕн пуррипе çеç çырлахни малалла аталанассине тăллать. Чăн та, Президент тăвайсен амбицилĕхне ырларĕ-ха. Çавах та сăмаха ĕçпе çирĕплетмелле вĕт-ха. Президент ыйтнипе экономика министрĕн çумĕ А.Быченков та хутшăнчĕ лару-тăрăва çутатма. Вăл йăлари тивĕçтерÿ япăх шайра пулнине палăртрĕ. Тăвайсен ритуал услуги, таксипе çын турттарасси аталанманнине асăнчĕ. Таксистсем турттараççĕ-ха, анчах вĕсенчен налог пырса кĕрет-и? Çавăн пекех çĕрпе пурлăхран хыснана тупăш кĕмест. Ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакансем валли район центрĕнче паян кунччен те пасар çук.
–Çав япаласене пурнăçа кĕртме кăмăл туртăмĕ кăна кирлĕ! – хушса хучĕ Президент.
Айăпсăр “патак çиекен те” пулчĕ. Михаил Васильевича Тăвайра çăкăрпа песок республикăри вăтам хакран пысăкрах пулни килĕшмерĕ. Февралĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăра çăкăрăн вăтам хакĕ 21 тенкĕ те 16 пус шутланнă. Тăвайсен вара – 22 т. 14 пус. Темиçе кун маларах кăна республикăри вăтам хак 22 т. 24 пус пулнă. Темиçе уйăх чи йÿнĕ шутланнă Тăвай çăкăрĕ, республикăри заводсен 23–24 тенкĕ тăнă çăкăрсен хакĕсене чакарттарнă хыççăн, тăрук хаклисен шайне кĕрсе ÿкнĕ. Пирĕн районта çăкăр хакне ытлашши ÿстернĕ тесе ниепле те калама çук.
Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев районти ял хуçалăх аталанăвне сăнласа пачĕ. Умра çураки, анчах пĕр хуçалăх та çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, вăрлăх, удобренисем туянма кредит йĕркелемен-ха. Районти хуçалăхсем суса илекен сĕтĕн чутах çурри мар “Акконд–Агро” тÿпинче пулнине ырларĕ. Тырăсăр никам та юлмĕ, торги урлă интервенци фондĕнчен тивĕçтерме май пуррине шантарчĕ.
«Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев кредит илме 6 хуçалăх документсем тăратнине асăнчĕ-ха. Анчах пурнăçланма пултараççĕ-и вĕсем?» – тĕрĕссине пĕлесшĕн пулчĕ Президент. Специалистсен хуравĕсенчен çав документсен пакечĕ тулли марри курăнчĕ. Вăл çураки валли кашни хуçалăха конкретлă мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине пĕлес терĕ. Никамах та конкретлă хурав параймарĕ. “Шимкусский” хуçалăх ертÿçи Ю.Алексеев кăна 3, 5 млн. тенкĕ çинче чарăнчĕ. “Питĕ сÿрĕккĕн ĕçлетĕр”, – пулчĕ М.Игнатьев сăмахĕ.
–Пире хуçалăха юхăнтарса, çаратса тухса каякан ертÿçĕсем кирлĕ мар. Сирĕн районта ырă тĕслĕх пур – “Акконд–Агро”. Унта тĕнчери ку чухнехи технологи. Вăл хăех район туса илекен сĕтĕн çуррине суса илет пулсан, ытти хуçалăхсем мĕн тăваççĕ? – ыйту лартать Президент.
Михаил Васильевич умĕнче должноçри нумай çыннăн ура çине тăрса пите хĕретме тиврĕ. Президент поселенисен ертÿçисем халăх хушшинче çителĕксĕр ĕçленине, сайтсенче хăйсен ĕçне кăтартманнине сивлерĕ. Район центрĕнчи çуртсене ăшăпа тивĕçтерекен обществăна вăйлă критика тиврĕ. Парăмсем чăннипех пысăк. Газ паракансем крана кирек хăш вăхăтра та хупма пултараççĕ.
К.Киргизов хуçалăхсем, предпринимательсем кредит илме шикленнине палăртрĕ. Кредитпа ытларах килти хушма хуçалăха тытакансем усă кураççĕ. “Уйрăм çынсен кредит портфелĕ юридически сăпатсеннинчен йывăртарах”, – пĕтĕмлетрĕ вăл.
Культура министрĕн çĕнĕ çумĕ Л.Тазетдинова Тăвай районĕ культурăпа искусствăра палăрнă çынсенчен пуян, çав вăхăтрах культура ĕçченĕсен шалăвĕ ытла та пĕчĕк пулнине асăнчĕ.
“АККОНДăн” генеральнăй директорĕ В.Н.Иванов кредит ĕçĕнче «шыв айĕнчи сăмсахсем» нумай пулнине, кредит çине ытлашши шанма та çуккине асăнчĕ. ”Эсир 200 млн. тенкĕ таранах илнĕ вĕт-ха?“ – пулчĕ реплика. «Вак предприниматель пысăк сумма илме ăçтан вăй çитертĕр? Унăн салука хумалли мĕн пур?» – пулчĕ хурав.
Мĕн тĕрлĕ ыйту кăна хускалмарĕ тĕл пулу вăхăтĕнче. Президент та, командăри специалистсем те тĕрĕс диагноз лартма тăрăшрĕç район тĕлĕшпе, йывăрлăхран тухмалли майсене палăртрĕç. Çавăнпа та Тăвай ене Президент командăпа килни малашне ĕç çине çĕнĕлле пăхмалли, пуриншĕн те çанна тавăрса ĕçлемелли сăлтав пулса тăрасса шанас килет. Ĕнерхи кунпа пурăнни ыран çукка юласси патне килсе çитерет. Çакна залра ларакан кашни çынах ăнланчĕ пуль тетĕп.
Президиума, Президент патне тĕрлĕ ыйтусем пырса кĕчĕç, вĕсем çине уçăмлă хурав пама тăрăшрĕç яваплă çынсем.
"Ял ĕçченĕ"