Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Медицина страхованийĕнчи çĕнĕлĕхсем

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнчен “РФ яланах пулăшма хатĕр медицина страхованийĕ çинчен” çĕнĕ закон вăя кĕчĕ.
Халиччен эпир страховани полисĕпе хамăр пурăнакан вырăнти поликлиникăна кăна кайма пултараттăмăр. Малашне районти медицина учрежденийĕ сирĕн кăмăла тивĕçтермест пулсан, медицина страхованийĕн системинчи клиникăна суйласа илме пултаратăр. Çулталăкра пĕр хутчен – чÿк уйăхĕн пĕрремĕшĕччен кăна суйлама юрать. Çакна тума тĕп врач ячĕпе ыйтса заявлени çырмалла. Полиспа паспорт çумра пулмалла. Сиплев заведенийĕсен пациентсене тивĕçтермелли лимит пулнă май чылай чухне ку ыйтăва халăха майлă татса памасан та пултараççĕ. Енчен те эсир сипленме каяс текен поликлиникăна çын нумай çÿресен йышăнмĕç те. Сирĕн вара çакăн пирки хăвăрăн страховани компанине пĕлтермелле. Ыйтăвăра татса пама пулăшĕç унта.
Халиччен медицина страхованийĕн организацине ĕç паракан суйланă. Ĕçлеменнисенне вара – регионри влаç. Кăçалтан эпир çулталăкра пĕр хутчен хамăр суйлама пултаратпăр страховани компанине те. Хăшпĕр страховани организацийĕсен нумай каналлă телефон пур, медицина учрежденине хăйсем суйлама пулăшаççĕ.
Страховани организацийĕн база программине кĕртнĕ медицина пулăшăвне хăвăр районта е хулара кăна мар, Раççейри ытти вырăнсенче те илме пулать. Пулăшусен списокне “РФ граждансене 2011 çулта тÿлевсĕр сыватма шантаракан патшалăх Программинчен” пĕлме май пур. Кашни регионăн хăйĕн территоринчи программа пулма пултарать. Лайăх палатăшăн, çынна учрежденине илсе çитернĕшĕн кăна тÿлемелле. Медицина страхованийĕн çĕнĕ полисĕсем пластик картăсем пек пулаççĕ. Унпа пĕтĕм çĕр-шывĕпех медицина пулăшăвĕ илме пулать. Кивĕ полиссене çĕннипе улăштарма васкамасан та юрать. Тепĕр страховани организацине улăштариччен е урăх региона куçиччен сире кивĕ полиспах йышăнаççĕ. Полис улăштарасси 2011 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулхи кăрлач уйăхĕччен пырать.


"Ял ĕçченĕ"
15 февраля 2011
00:00
Поделиться