Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сĕт хакĕ пурне те пăшăрхантарать

Юлашки кунсенче республикăра халăхран туянакан сĕт хакĕ тăрук анса ларчĕ. Пирĕн районта та вăл 15 тенкĕрен 12 тенкĕне тăрса юлчĕ.
Унăн сăлтавĕсене тĕпчеççĕ, пулса тăнă лару-тăруран тухмалли майсем шыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кăçал ахаль те йывăр килет, çити-çитми апатпа тенĕ пек. Чылайăшĕн утă-улăма район, республика тулашĕнче шырама тиврĕ. Апла пулин те сăвакан ĕне йышĕ районта ытлашши чакмарĕ. Анчах сĕте ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем, пурте килĕшсе татăлнă пек, сĕт хакне тăрук йÿнетсе хучĕç. Шутласассăн, ĕне тытакансене çапла ура хумалла мар пек, çитменнине çавăн пек йывăр вăхăтра, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, ĕне-выльăх усракан ял çыннисем кашни пуç выльăха епле те пулса упраса хăварас ĕмĕтпе пурăннă чух.
Паллах, сĕт ыйтăвне республика Президенчĕ М.Игнатьев та, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев та контрольтех тытаççĕ. Килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансене кашни ĕне пуçне пулăшу шучĕпе бюджетран çывăх вăхăтрах 1000-шер тенкĕ уйăрса пама расчет тунă. Тепĕртакран пулăшу каллех унран кая мар пулĕ.


"Ял ĕçченĕ"
18 февраля 2011
00:00
Поделиться