Ăнăçсăр çемьесене пулăшасси
Ача çемьере ÿссе çитĕнме тивĕç. Ăна хутшăнма, ÿссе çитĕнме ашшĕ-амăшĕ, ытти çывăх çынсем кирлĕ. Анчах пур чухне те тивĕçтерет-и çемье ачана пăхса ÿстерес ĕçре? Вĕт пирĕн хушăрах ăнăçсăр, социаллă хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесем пур. Вĕсенче ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхет, харкашса-çапăçса, обществăна хирĕçле пурнăç йĕркипе пурăнать. Çавăн пек çемьесенче ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнчи тĕп тивĕçĕ пирки манать. Мĕнле йĕркелемелле шкулсемпе социаллă педагогсен çавăн пек çемьесенче ачасене воспитани парас ĕçе?
Çак ыйтăва нумаях пулмасть социаллă педагогсемпе шкул директорĕсен воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕсем диагностикăпа консультаци центрĕнче “çавра сĕтел” хушшине пухăнса сÿтсе яврĕç. Тĕл пулăва çавăн пекех райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ Л.Аввакумова, район прокурорĕн помощникĕ Е.Максимов, çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен районти комиссин яваплă секретарĕ И.Александрова хутшăнчĕç. Пухăннисем ăнăçсăр шутланакан çемьесенче профилактика ĕçĕ, çул çитменнисене право йĕркине пăсассинчен пăрас ĕç шкулсенче мĕнлерех пулмаллине тишкерчĕç. Педагогсене тупăш сахал илекен çемьесем мĕнле социаллă çăмăллăхсемпе усă курнипе паллаштарнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсен харпăр хăйне тивĕçлипе тытма пĕлмен, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайман çул çитмен çамрăксене социаллă психологсен тата педагогсен пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Социаллă хăрушлăхри çемьесене пулăшмалла, сăлтавсăрах занятисенчен юлакан вĕренекенсене тимлĕхрен вĕçертмелле мар, вĕсене тивĕçлĕ воспитани тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ пама тăрăшмалла. Социаллă хăрушлăхри çемьесенче çак ĕçе профилактика субъекчĕсен пурин те пĕрле тачă çыхăнса туса пымалла. Тĕл пулăва хутшăннисем социаллă хăрушлăхри çемьесемпе тата вĕсенче воспитани илекен ачасемпе профилактика ĕçне лайăхлатмалли сĕнÿсем тăратрĕç.
"Ял ĕçченĕ"