Ĕçмелли шыв пахалăхĕ
2010 çулта халăха шывпа тивĕçтермелли централизациленĕ çăлкуçсенчен ĕçмелли шывăн санитарипе хими кăтартăвĕсене тĕрĕслеме 35 тĕслĕх илнĕ, вĕсенчен 11-шĕ (31,4 проц.) гигиена нормисене тивĕçтерменни паллă пулнă, çав шутран органолептика кăтартăвĕсемпе – 11,4 процент.
Шыв пахалăхĕ “Коммуналлă услугăсем” ОООра, “Тăвайри сĕт завочĕ” УАОра, “Акконд–агро фирма” ХАОра, “Чутеевский” ЯХПКра пĕтĕмĕшле хытăлăхĕпе, “Коммуналлă услугăсем” ОООра бари хими элеменчĕ пуррипе гигиена ыйтнисене юрăхлă пулайман. Микробиологи кăтартăвĕсемпе тĕрĕсленĕ ĕçмелли шывăн 6 (18,1 проц.) тĕслĕхĕ стандарта тивĕçтермен. 2010 çулта централизацилемен çăлкуçсенчен илнĕ 8 шыв тĕслĕхĕнчен 12,5 проценчĕ микробиологи кăтартăвĕсемпе гигиена нормисене ларайман.
Валеçекен пăрăхсенчен илсе тĕрĕсленĕ ĕçмелли шыв тĕслĕхĕсем санитарипе хими кăтартăвĕсем тăрăх гигиена нормисене чылай процент, микробиологи даннăйĕсемпе 11,8 процент (”Коммуналлă услугăсем” ООО) тивĕçлĕ пулайманни палăрнă.
Асăннă çитменлĕхсене пĕтерессипе тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.
"Ял ĕçченĕ"