Ял-йыша савăнтарчĕç
Район администрацийĕн ертÿçипе Ю.Васильевпа ялти культура çуртĕнче ирттернĕ тĕл пулăва пуянкассисем йышлăн хутшăнчĕç. Çĕнĕ пуçлăхăн шухăш-кăмăлне пĕлесшĕн, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав илесшĕн пулчĕç çынсем.
Ĕçлĕ тĕл пулу хыççăн вырăнти пултарулăх коллективĕ пысăк концерт лартса пачĕ. Программăна юрăсемпе ташăсем, кулăшла сценкăсем кĕртнĕ. Ю.Сергеев, А.Федотова, Э.Кириллова, Т.Константинова, Н.Краснова, Иринăпа Татьяна Петровасем юрланă хыççăн вăрахчен алă çупрĕç куракансем. Галинăпа Александр Петровсем юрланă “Ылтăнпала ылтăн ылмашмаççĕ” юрра та пурте тулли кăмăлтан йышăнчĕç. Татьяна Кузьмина, хăй вырăс пулин те, “Куман сăри кăпăклă” юрра чăвашла шăрантарчĕ кăна. Культура училищин хореографи уйрăмĕнче вĕренекен Анастасия Гурьевапа Сăхăтпуç хĕрĕ Елена Андреева концерта çĕнĕ ташăсемпе пуянлатрĕç. Фольклор коллективĕ “Тил юртать” юрăпа ташă кăшăлĕ кăтартрĕ. Игорь Максимовпа Александр Петровăн кулăшла сценкисем еплерех чаплă пулчĕç тата! Пурте пĕлекен Виктор Петровран пĕрре те кая мар култараççĕ-çке! Программăна “Тăванлăх юррипе” вĕçленĕ. Концерт ăнăçрĕ, çакна çынсем тепĕр ирхине ĕç коллективĕсенче те, автобус çинче те: “Ĕнер клубра концерт чаплă пулчĕ”,– тесе калаçни те çирĕплетет.
"Ял ĕçченĕ"