Депутат парнишĕн
Иртнĕ вырсарнире Тăвайра шахматла выляса ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Н.Ивановăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулчĕç. Пысăках мар, анчах вăйлă йыш пуçтарчĕ турнир. 8 очко илме май пур çĕртен 7 очко пухса Родион Совин çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ (вăл пĕртен-пĕр çухатăва Ан. Алексеевран тÿсрĕ, ăна ферзь лартса пачĕ). Ю.Арестовпа В.Семенов çĕнтерÿçĕрен 2,5 очко юлса 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. А.Шишовăн – 4-мĕш вырăн (4 очко).
–Турнир мана питĕ килĕшрĕ, тикĕс те вăйлă йышпа вылярăмăр. 64 тăваткал çинче вăхăт-вăхăт çав тери çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Родион вара ку хутĕнче ыттисенчен чылай пултаруллăрах пулчĕ, – тет ăмăртăва хутшăннă Василий Александров.
"Ял ĕçченĕ"