Нарăс уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче тунтикун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, пайсен ертÿçисен анлă ларăвĕ пулнă. ЧР муниципаллă тытăмсен съездĕнче пăхса тухнă ыйтусене сÿтсе явнă унта.
Тăвай енри 31 ялтан 29-шĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев. Ку эрнере Тушкилпе Сăхăтпуç ялĕсенчи çынсемпе калаçу йĕркелеме пăхнă. Çакнашкал тĕл пулусенче панă ыйтусене пурне те вырăна çитерсе кĕске вăхăтра татса пама тăрăшаççĕ.
Ку эрне “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыр кăмăллăх марафонĕпе пуçланать те Хĕле ăсатакан уявпа вĕçленет. “Асăннă мероприятисене йĕркеллĕ ирттернисĕр пуçне кулленхи проблемăсене вăхăтра татса пама тăрăшмалла”, – тенĕ Юрий Егорович.
Нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй хутмалла тăвасси çине куçарассине хăвăртлатма, коммуналлă пулăшусем панăшăн вăхăтра тÿлессине йĕркелеме сĕннĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Кунсăр пуçне çĕрсене регистрацилессине тата ял тăрăхĕсен паспорчĕсене тăвассине хăвăртлатмалли пирки аса илтернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке ял хуçалăх производство кооперативĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем иртни пирки пĕлтернĕ. Ку эрнере “Чутеевский” тата “Новый путь” ЯХПК ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçмалла.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ А.В.Шакин Чулхула облаçĕнче сыснасем Африка чумипе чирленĕ тĕслĕхсем пулни пирки каланă. Çавăнпа кил хуçалăхсенчи сыснасем ан чирлеччĕр тесе районта профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.
Иртнĕ çул каччăсене хĕсмете ăсатас ĕçе тăвайсем лайăх пурнăçланă. Çакăншăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тав турĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев. Шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхне В.Обаськина, вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн начальникне В.Шакрова çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе активлă пулнăшăн ЧР çар комиссариачĕн Тав хучĕсене панă.
"Ял ĕçченĕ"