Ну маттур та Пуянкасси хĕрĕ!
Кам шутлама пултарнă-ха Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Сильвия Петрова кĕске вăхăтрах пĕтĕм çĕр-шывĕпе паллă пулса тăрасса! Сочире пулакан Хĕллехи Олимп Вăййисен Оргкомитечĕ 24 пин ĕçрен суйласа илнĕ 3 талисман шутне 17 çулхи Пуянкасси пикин Сильвин шурă мамăклă Мулкачĕ те кĕнĕ. Тепĕр икĕ талисман шутĕнче – Леопард тата Шурă упа. Кĕрешсе пăх-ха çавăн пек хăватлă чĕр чунсемпе! “Леопарда мала хутăм пулсан та шурă Мулкач çĕнтертĕрччĕ тесе кĕл турăм“, – тенĕ тĕнчипе паллă боксер Николай Валуев. Тепĕр паллă спортсмен Антон Сихарулидзе те Шурă Мулкач сăнарне çав тери килĕштернĕ.
Сильвие иртнĕ эрнере Мускава Останкинăри телестудие чĕнсе илнĕ, оргкомитет йышăнăвĕпе тата сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Çапла вара Сочири Хĕллехи Олимпиадăна каймалли пĕрремĕш путевкăна Чăваш Енри спортсменсенчен те маларах Пуянкасси хĕрĕ Сильвия Петрова вĕренекен çĕнсе илчĕ.
Саламлатпăр ăна!
"Ял ĕçченĕ"