Саламлатăп
Районăн хаклă çыннисем!
Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн района туса хунăранпа 76 çул çитет. Тăвай енре пурăнакансене, кунта çуралса ÿснĕ ентешсене çак пысăк уявпа чун-чĕререн саламлатăп. Район экономикин аталанăвĕнче, социаллă пурнăçĕнче вăй хуракан пултаруллă та хастар, ĕçчен çынсене умри тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласа пынăшăн тав тăватăп.
Çулталăк пуçламăшĕнче эпир иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе малашлăх валли плансем тăватпăр, хамăр ума çĕнĕ тĕллевсем лартатпăр. Халăх пурнăçĕн шайне лайăхлатса пырассипе ĕçлемелли нумай. Ял хуçалăхне, промышленноçа аталантарассипе куллен тăрăшмалла пирĕн пĕрле, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентÿри, культурăпа социаллă сферăри ыйтусене вăхăтра татса памалла.
Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Ырă ĕçсем патне хаваслă кăмăлпа утмалла пултăрччĕ пирĕн.
Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.ВАСИЛЬЕВ.
"Ял ĕçченĕ"