Хăех тепĕр тухăç
Çуркуннен календарлă пĕрремĕш уйăхĕ тин пуçланчĕ пулин те, анчах çакă пурнăçри ку вăхăтри тĕрлĕ ыйтусене татса пама тăрăшнипе пĕрлех çитес çуракине те тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес пирки халех ытларах шухăшлама хистет. Ĕлĕкренпех мĕн акатăн, çавă шăтать, тенĕ. Çавăнпа уйсене мĕн акăпăр? Аки-сухине еплерех ирттерĕпĕр? Техника, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, вăрлăх пахалăхĕ, удобренисем, ĕçĕн технологине пăхăнса ĕçлесси – пурте çурхи хĕрÿ вăхăтпа çыхăннă-çке.
Сортлă вăрлăх хăех тепĕр тухăç тени те асрах-ха çĕр ĕçченĕсен. Кивелсе, вăйсăрланса пыракан вăрлăхпа нумай малалла каяймăн. Çакна тĕпе хурса ĕрчетмелĕх те пулин улăштарса çĕнетме тăрăшаççĕ вăрлăхсене ял ĕçченĕсем. Сăмахран, Ураскасси ялĕнчи Татьяна Алексеевнапа Анатолий Ильич Григорьевсем хăйсен хресчен фермер хуçалăхĕ валли Чăваш ял хуçалăх академийĕн вĕренÿ хуçалăхне çитсе “Лада” сортлă 4 тонна çурхи тулă кÿрсе килнĕ. Пахалăхĕпе – элита, тесе çирĕплетрĕç районти вăрлăх инспекцийĕнче. Ăна вĕсем люцерна вăрлăхĕпе улăштарса илнĕ иккен. Çавăнтанах тепĕр тăватă тонна урпа вăрлăхĕ илсе килмеллине пĕлтерчĕç. Ураскассисем чылайранпа ĕнтĕ, “Трудовой путь” ЯХПК чухне те, тĕш тырăсенчен тĕпрен илсен, çурхи тулăпа урпа акса тунă, çавăн пекех выльăх апачлĕх люцерна та тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Халĕ те çавна тытса пыраççĕ. Григорьевсен, Татьяна Алексеевна каланă тăрăх, тĕш тырă вăрлăхĕсем начар мар, пахалăхлă, ытларах пĕрремĕш репродукциллĕ. Кунта Свеча тулă вăрлăхĕ пирки пырать сăмах.
Ырă вăрлăхран – паха çимĕç. Ăна лайăх та тухăçлă туса илме тăрăшать хресчен, уйра тырă-пулă ăнса пултăр, тет.
"Ял ĕçченĕ"