Кам йывăрлăхра та пуять
Çанталăк çуркунне енне кайса пырать, çакăнпа пĕрлех выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарса çитерес ыйту та кунран-кун çивĕчленет. Ку вăл чи малтанах фермăсенче тата килти секторта выльăх апачĕ херĕпленсе пынипе çыхăннă. Выльăхсем кĕтĕве тухасси тепĕр икĕ-икĕ уйăх çурăран кая мар юлчĕ, çавăнччен мĕн хатĕрлесе хунипе, мĕн пуррипе тÿссен лайăхччĕ ĕнтĕ, çавăнпа май килнĕ таран перекетлĕ пулма тăрăшмалла. Апата пахалатса е тутлăлантарса пани те пулăшмалла ку тĕлĕшпе. Уттине сутаççĕ-ха, пĕр пысăк рулонне 5 пин тенке çити е ытларах та хаклатса ярăнтараççĕ. Анчах виçĕ-тăватă е тăватă-пилĕк рулон хăйех пĕр ĕне хакĕ вĕт-ха, выльăх усрани, продукци туса илни мĕн хака кайса ларĕ капла? Вĕт-ха выльăх усрани мĕн-мĕн те чи пирваях таса тупăш кÿмелле, тăкаклă ĕçлени пурнăçа катать. Çавăнпа пултарнă таран лару-тăрăва çăмăллатмалли ансатрах майсем шырама, тупма тăрăшмалла.
Çакнашкал çăмăл мар вăхăтра продукцин, уйрăмах сĕтĕн сутăн илекен хакне çапла пысăккăн чакарса хуни те кĕтмен япала пулса тăчĕ. Выльăх усракансем питĕ кăмăлсăр çакăнпа.
"Ял ĕçченĕ"