Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

САЛАМЛАТПĂР

Хаклă та хисеплĕ хĕрарăмсем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çут çанталăк вăраннă, тавралăх ăшăпа тата çутăпа тулнă тапхăр çак уявпа пĕр вăхăтра килет.
Сирĕн ăс, чун ăшши, ырă кăмăллăх, çепĕçлĕх, иксĕлми вăй-хал пире малалла ăнтăлма, çитĕнÿсем тума, пурăнма хавхалантарать. Эсир килте те ырми-канми ĕçлетĕр, çемье ăшшине тытса тăратăр, професси енĕпе е общество пурнăçĕнчи кирек епле ĕçе те чунтан пурнăçлатăр. Эсир – пурнăç парнелекенсем, телейлĕ ачалăх пултăр тата çĕр-шыва юрăхлă çынсем пăхса ÿстерес тесе тăрăшакансем.
Хаклă аннесем, мăшăрсем, хĕрсем, аппасемпе йăмăксем, асаннесемпе кукамайсем! Сире пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре çитĕнÿсем, çемьере юратупа тату пурнăç сунатăп.
Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.ВАСИЛЬЕВ.
 
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕпе ăшшăн саламлатпăр!
Чăваш Республикинче “Поддержка” – страхлакан пĕртен-пĕр патшалăх компанийĕ шутланать, вăл страховани рынокĕнче 1992 çултанпа ĕçлет. Пирĕн компанин устав капиталĕнче республикăн тÿпи 34 ытла процентпа танлашать. Халăха, ял хуçалăх организацийĕсене страховани туса пулăшас тĕлĕшпе ĕçлекенскер, вĕсене йывăр вăхăтра яланах алă тăсса парать. Çуллен ял хуçалăх культурисене страхлассипе нумай килĕшÿ тăвать. Кăçалтан ялта пурăнакан çынсем те хăйсен кил-çуртне, пурлăхне, выльăх-чĕрлĕхне, транспорт хатĕрĕсене, харпăр-хăй пурнăçне инкек-синкекрен страхлама пултараççĕ. Чăваш правительстви ял çыннисене, пенсионерсене çăмăллăх шучĕпе пĕчĕк тарифсемпе страхлама майсем туса панă. “Поддержкăн” районти представительствин кашни ялтах страхлакан агенчĕсем ĕçлеме тытăнаççĕ. Тăхăр ялта вĕсем ĕçлеме пуçларĕç те ĕнтĕ. Кăçал компани социаллă тĕрлĕ программăпа районти ялсенчи çĕр çынна ытла страхланă та.
Эпир пурте Чăваш Республикинче пурăнатпăр, апла пулсан пирĕн пурин те тăван республика, тăван район аталанса, çынсен пурнăçĕ лайăхланса пытăр тесе тимлемелле. Çавăнпа чăваш правительствине пăхăнса тăракан “Поддержка” патшалăх страховани компанийĕпе туслă пулма тăрăшăр.
Çурхи илемлĕ уявпа – хĕрарăмсен праçникĕпе тепĕр хут саламлатпăр сире, “Поддержка” компанин агенчĕсене, хальхи тата пулас клиентсемпе партнерсене. Чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул, ĕçре çитĕнÿсем туса пыма ырлăх-пурлăх, ăнăçусем сунатпăр пурне те.
Пирĕн адрес: Тăвай ялĕ, райадминистраци çурчĕ, 1-мĕш хут. Сире хамăр компанире хаваспах кĕтетпĕр.
“Поддержка” страхлакан компанин Тăвай районĕнчи уйрăмĕ.
 
Хаклă хĕрарăмсем, аннесемпе аппасем, пичетпе полиграфи ĕçĕн ветеранĕсем, йăмăксем, хаçата çыракансем тата çырăнса илекенсем!
«Ял ĕçченĕ» сире пурсăра та çур илемĕн уявĕпе – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе ăшшăн саламлать, пурнăçра çирĕп сывлăх, юратупа телей, ăнăçусем сунать.
«Ял ĕçченĕ» хаçат коллективĕ.


"Ял ĕçченĕ"
04 марта 2011
00:00
Поделиться