Сильвия çитĕнĕвĕ пĕтĕм районшăн савăнăç
Çак кунсенче Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Сильвия Петрова пĕтĕм çĕр-шывĕпе паллă пулса тăчĕ. Пĕтĕмпех вара 2014 çулта Сочире иртекен Хĕллехи Олимпиада символĕнчен – шурă Мулкач-талисманран пуçланчĕ.
Сильвия конкурса хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. 24 пин ытла ĕçрен унăн ÿкерчĕкĕ оргкомитет суйласа илнĕ чи пĕлтерĕшлĕ 3 ĕç шутне кĕме пултарни хăех пысăк çитĕнÿ. Икĕ Пуянкасси те, вăтам шкулти пур вĕренекен те телесасăлавра Сильвия Мулкачĕшĕн туслăн сасăлама тăрăшрĕ. Туслăх çĕнтерчĕ. Акă мĕншĕн районти кашни шкулта, кашни килте халĕ чи хаваслă калаçу теми – Сильвия Петровапа унăн Мулкачĕ.
“Эсĕ илтнĕ-и? Пуянкасси хĕрачи Сочири Олимпиада талисманĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ...”.
“Çапла, çемйипех уншăн сасăларăмăр”, – тет Валентина Николаевна Константинова воспитатель.
“Ял ĕçченĕнче” 1-мĕш страницăра пичетленнĕ статьяна вуларăм та куççуль тухрĕ... Епле пултаруллă вĕт-ха Сильвия...”,– тет аптекăра ĕçлекен. Çапла, уншăн савăнмасăр тăма çук. Унăн пултарулăхне кура Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ, Тăвай районĕ çĕр-шывĕпе паллă пулса тăчĕç.
Мĕн тĕрлĕ сас-хура кăна çÿремест çак кунсенче Сильвия пирки. Хăшĕсем ăна миллионĕпе укçа “панине” ăмсанаççĕ. Анчах тÿрех калар, нимле миллион та паман. Çавах та иртнĕ эрнере Сильвиясен тĕлне такси çитсе чарăннă та ашшĕпе хĕрне Хусана лартса кайнă, унтан самолетпа – Мускава. Чи лайăх гостиницăсенчен пĕрне вырнаçтарнă. Останкинăри телестудие илсе кайнă, конкурсра çĕнтернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Вĕсене паллă художниксем, дизайнерсем тивĕçлĕ кондицие çитернĕ ĕнтĕ.
–Мана хамăн Мулкач килĕшрĕ. Улшăнусем кĕртнĕ пулин те ун сăн-питĕнче, куçĕсенче эпĕ палăртнă ыркăмăллăх сыхланса юлнă,– тет хĕрача.
Мускавра Сильвияна асăнмалăх медаль, ноутбук тата Сочири Олимпиадăна уçнă вăхăтра унта хутшăнма Сертификат парса чысланă. Александр Буйнов юрăç саламлани те хĕрача асĕнче юлнă.
Калас пулать, çак кунсем Сильвияшăн канăçсăр пулчĕç. Шкула та, киле те, телевидени, хаçат-журнал редакцийĕсенчен журналистсемпе операторсем, фотокорреспондентсем килсе çÿрерĕç, ăна ÿкере-ÿкере илчĕç, унăн шухăшĕсене пĕлесшĕн пулчĕç. Тата Мускава кайса килнĕ хыççăн Сильвия хăйне сывах мар туйрĕ.
"Ял ĕçченĕ"