Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Яланах хаваслă пул, ачалăх

Республикăра “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Пирĕн районта юлашкинчен 2009 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ вăл. Марафон тĕллевĕ – çамрăк талантсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшасси, инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене медицина пулăшăвĕ пама укçа пухасси, ачалăх ячĕпе иртекен ыр кăмăллăх программисене пурнăçласси.
Виçĕмçул Тăвай Енри марафон пухмачне 75880 тенкĕ укçа пухăннă. Ача-инвалидсене реабилитацилеме, пневмокостюм илме, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене Çĕнĕ çул уявне илсе кайма, начар лару-тăрура пурăнакан çул çитмен 8 çамрăка пулăшма, сывлăха çирĕплетмелли хула тулашĕнчи лагерьсене канма каймалли путевкăсем илме тăкакланă асăннă суммăна.
Пирĕн районта пурăнакансем ырă ĕç тума хаваспах хутшăнаççĕ. Çакна тунтикун иртнĕ марафон та кăтартса пачĕ. Çанталăк сивĕ тăнипе асăннă мероприяти ирттерессине пĕрре куçарнăччĕ пулин те, Тăвайри культурăпа кану центрне халăх чылайăн пухăннăччĕ. Асăннă кун Хĕл Мучи хаярлăхĕнчен те шикленмен çынсем. Фойере “Тăвайри кооператив” потребобщество ĕçченĕсемпе пушмаксем сутма урăх хуларан килнисем хăйсен таварĕсене сĕнеççĕ. Сцена çинче “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” тесе çырса хуни таçтанах курăнать.
“Эпир кăштах ăш пиллĕ пулсан, ачасен чун-чĕринче хаваслăх хуçаланма пуçлать. Вĕсемпе пĕрле савăнса пурăнар, ывăл-хĕрсенчен хаклăраххи çуккине яланах асра тытар. Пĕрле пухăнар та, çамрăксене пурăнма, юратма, ахăлтатса кулма пулăшар”, – çавнашкал ăшă сăмахсемпе пуçларĕç марафон программине ертсе пыракан С.Селиванова вĕренекенпе культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ А.Павлов.
Ыр кăмăллăх акцийĕ Чăваш Енре 2010 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче старта тухнă. Вăл Раççейри ача-пăча фончĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ, республика ертÿçи М.Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ, пĕтĕм тĕнчери ĕçсен комитечĕн председателĕ К.Косачев пуçарнипе иртет. “Çамрăксене шанмалла пирĕн. Кашни ачан шăпипе интересленсе тăмалла, вĕсен пуласлăхĕ хаваслă пултăр тесе тăрăшмалла. Социаллă тата медицина пулăшăвĕ кĕтекен çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрмалла, талантлă ачасене хавхалантарма пĕлмелле, вĕсене ура çине тăратнă çĕре пысăк тÿпе хывмалла. Эпир ырă пулни пулăшу кĕтекен çамрăксен пурнăçне çутăрах, телейлĕрех тăвать”, – тет Чăваш Президенчĕ М.Игнатьев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев сăмах илчĕ.
“Хаклă вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, тăвайсем! Ачасем пурте пĕрешкел, вĕсенчен пĕрне те кÿрентерме юрамасть. Ыр кăмăллăх марафонĕ чунĕпе хăвăрт аманма пултаракансене пулăшма, хавхалантарма май парать. Районта пурăнакансем пурте хăйсен чунĕсем тулăх пулнине кăтартса парасса шанатăп”, – терĕ Юрий Егорович. Район администрацийĕн ĕçченĕсем пухнă укçа-тенкĕне счет çине куçарнине çирĕплетекен документа марафон пухмачне ячĕ вăл.
“Пурте ачасене ырă тума васкăр! Тăвай районĕнче пурăнакансем 40703810675063005035 номерлĕ расчет счечĕ çине те укçа-тенкĕ куçарма пултараççĕ”, – тесе хавхалантараççĕ программăна ертсе пыракансем.
Район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Т.Шакшина, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев, “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров, районти ветерансен совечĕн председателĕ Р.Гурина, Тăвайри культурăпа кану центрĕнче тăрăшакан В.Александрова, Тушкил тата Тăвай ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Н.Захаровпа Г.Гаврилов, Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕ О.Ярмулин, Тĕмер шкулĕнчи волонтерсем, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем... Укçа-тенкĕ хывакансен йышĕ вĕçленессĕн туйăнмарĕ.
“Савăнăçа куçсемпе курар” ятлă вырăсла юрра “Хĕвелчĕк” ансамбль шăрантарчĕ. Пĕчĕкскерсем залра ларакансен кăмăлĕсене хускатма пултарчĕç. Алă çупса тав турĕç аслисем.
Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садне çÿрекенсем епле аван ташларĕç тата. Паян тесен паян артистсен ретне тăма пултараççĕ вĕсем. “Топотушки” ят панă хăйсен ансамбльне. Амăшĕсен пысăк пушмакĕсене тăхăнса “Модăшăн çунакан” ташша та лайăх пурнăçларĕç хĕр пĕрчисем. Ача садне çÿрекен Юлия Иванована пăхса ытармалла мар. Икĕ юрă та юрларĕ вăл, ташларĕ тата. Юрă хыççăн ташă, унтан сăвă пулчĕ программăра. Музыка инструменчĕпе те выляса кăтартрĕç. Пĕринчен тепри маттуртарах-çке çамрăксем. Талантлăскерсене пулăшмасăр айккинче епле юлăн-ха.
Марафон пухмачĕ епле пуянланса пынине пĕлтерсех тăчĕç ертсе пыракансем.
Концерт программинче пурĕ 50 яхăн номерпе паллаштарнă çамрăксем. Районти вăтам шкулсем пурте, Тăвайри ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсем хутшăннă марафона ирттерме. Унăн сценарине ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр методисчĕ И.Григорьева хатĕрленĕ. Асăннă мероприяти чылая пычĕ. Ачасене пулăшассине районти нумай çынпа коллектив çывăха хунă. Тавах вĕсене пурне те ырă кăмăллă пулнăшăн. Пухмача тунтикун 108 пине яхăн укçа-тенкĕ хывăннă.
“Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафона йĕркелекенсен районти комитечĕ Тăвайри культурăпа кану центрĕн работникĕсене, район администрацийĕн бухгалтерине, концерта хутшăннă ача сачĕсенчи пĕчĕк юрăçсемпе ташăçăсене, шкулсенче вĕренекенсене, “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцин журналистне, шкулсенчи автобуссен водителĕсене, мероприятие ирттерме пулăшнă, укçа-тенкĕ хывнă кашни çынна тав тăвать, пурнăçра ăнăçусем сунать.
Укçа-тенкĕ хывнă çынсемпе коллективсен списокĕ:
Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем,
Тăвайри тĕп больница коллективĕ,
Тĕмерти вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем тата ача сачĕ,
“Стройтэк”,
Р.А.Гурина,
Элпуçĕнчи вăтам шкул коллективĕ,
Чутейри вăтам шкул тата 3 класра вĕренекенсем,
Л.М.Михайлова,
Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕ,
Енĕш Нăрвашри вăтам шкул тата ача сачĕ,
Тушкил ял тăрăхĕ,
Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕ,
Çĕнĕ Пуянкассинчи ача сачĕ,
Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ ача сачĕ,
Суд приставĕсем,
Ветстанци,
Тăвайри вăтам шкулта ĕçлекенсем тата вĕренекенсем,
Тăрмăшри вăтам шкул тата ача сачĕ,
Тăвай ял тăрăхĕ,
Тушкилти вăтам шкул,
Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ ача сачĕ,
Финанс уйрăмĕ,
Тăвайри тĕп библиотека,
“Дубрава” магазин,
Мучарти вăтам шкулта ĕçлекенсем, вĕренекенсем тата ача сачĕ,
Тăвайри аптека,
Тăвайри культурăпа кану центрĕ,
Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул,
Регистратура палати,
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр,
Централизациленĕ бухгалтери,
Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай,
Тĕмер ял тăрăхĕ,
Йăнтăрчăри вăтам шкул,
Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт пайĕ,
А.А.Николаева,
Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕ,
Йăнтăрчă ял тăрăхĕ,
“Чăвашэнерго”,
Район администрацийĕ,
“Тăвайри МСО” общество,
Пĕрлехи заказчиксен дирекцийĕ,
“Тăвайри кооператив” потребобщество,
“Тăвай çăкăрĕ” общество,
“Тăвайри общепит” общество,
“Тăвайри кирпĕч завочĕ” общество,
“Шимкусский” ЯХПК,
РФ пенси фончĕн районти управленийĕ,
“Милана” магазин,
Шалти ĕçсен районти пайĕ,
Д.О.Фомин,
Перекет банкĕ,
Мучар ял тăрăхĕ,
Финанс министерствин пайĕ,
Халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр,
«Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ.


"Ял ĕçченĕ"
04 марта 2011
00:00
Поделиться