Хĕрарăма куллен хисеплер
Районти хĕрарăмсен совечĕн ларăвĕ пулчĕ иртнĕ эрнекун. Кам кăна çук пуль вĕсем хушшинче? Культура ĕçченĕ, вĕрентекен, ял хуçалăхĕнче тăрăшакан, медицина работникĕ, бухгалтер... Харпăр хăй суйласа илнĕ ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлама тăрăшаççĕ хĕрарăмсем, кил хуçалăхĕсенче те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, ачисене лайăх воспитани пама ăнтăлаççĕ, обществăлла пурнăçра та активлă.
Çавра сĕтел хушшинчи савăнăçлă пит-куçлă чиперккесен калаçăвне районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Аввакумова пуçларĕ.
Тăвай ен администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильевпа район пуçлăхĕ, районти депутатсен пухăвĕн председателĕ Т.Шакшина та кăмăл тунă уявра пулма. Юрий Егоровичпа Тамара Хасиятовна пухăннисене ăшшăн саламларĕç. Хĕрарăмсен совечĕсем çемье институтне çирĕплетнĕ, районăн пурнăçне аталантарнă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки каларĕç вĕсем, пурне те харпăр хăй ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç. “Хĕрарăмсене яланах хисеплемелле пирĕн”, – терĕ Юрий Егорович.
Ялсенчи хĕрарăмсен совечĕсен председателĕсем Г.Полячихина "Мучар", Е.Васильева (Чутей), Е.Михайлова (Çăлпуç), С.Ярхунова (Тĕмер) обществăлла пĕрлешÿсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç.
Районти хĕрарăмсен юхăмĕ тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансене, ĕç тата вăрçă ветеранĕсене, килте ларакансене, пурĕ 200 ытла хĕрарăма пĕрлештерсе тăрать. Вунă ял тăрăхĕнчи вăтăр ялта, икĕ предприятире хĕрарăмсен совечĕсем ĕçлеççĕ.
Совет членĕсем хушшинче амăшĕсем, кукамăшĕсемпе асламăшĕсем пур. Вĕсем кил вучахне упраççĕ, çемьесенче канлĕ лару-тăру тăвассишĕн тимлеççĕ, ачисемпе мăнукĕсен патриотизмпа гуманизм, нравственность туйăмĕсене çирĕплетме пулăшаççĕ.
Тăвай ен хĕрарăмĕсем обществăлла политика пурнăçне аван хутшăнаççĕ, участоксенчи суйлав комиссийĕсене ертсе пыраççĕ, “Единая Россия” партинче активлăх кăтартаççĕ, профсоюз организацийĕсенче хăйсен ĕçĕсене йĕркеллĕ тăваççĕ. Вĕсене ял тата районти депутатсен пухăвĕн депутачĕсене суйлаççĕ. Пирĕн хĕрарăмсем район экономикине çирĕплетнĕ çĕре пысăк тÿпе хываççĕ.
Советсем ялсенчи обществăлла пурнăçра маттур. Тăван тăрăхсене илемлĕрех, тасарах тăвассишĕн чылай тимлеççĕ, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ тата ытти те.
Районти хĕрарăмсен совечĕ ветерансен, инвалидсен обществăлла пĕрлешĕвĕсемпе тата пенсионерсен союзĕпе тачă çыхăну тытать.
Хĕрарăмсен совечĕн гимне юрларĕç юлашкинчен пухăннисем. Унтан “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăн (ертÿçин çумĕ Т.Обаськина) продукцийĕсемпе кăмăлласах паллашрĕç.
"Ял ĕçченĕ"