Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сывă-и, Çуркунне

Мартăн 6-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕн лапамне районта пурăнакансем Хĕле ăсатма, Çуркуннене кĕтсе илме пухăнчĕç. Уяв мероприятийĕсем ял поселенийĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсен членĕсен театрализациленĕ представленийĕпе пуçланчĕç. Пухăннисене район пуçлăхĕ Т.Шакшинапа райадминистраци пуçлăхĕ Ю.Васильев Хĕле тата Çăварнине ăсатнă ятпа, çывхарса килекен Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп вăй-хал, çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунчĕç.
Унтан юрă-ташă, вăйăсем, спорт ăмăртăвĕсем, лавсемпе катаччи чупасси пуçланчĕç. Çулленхи пекех юланутлă “Вырăс паттăрĕсем”, юмахсенчи персонажсем пулчĕç. Катемпи карчăка çунтарчĕç. Пĕлĕтсем хушшинчен çурхи хĕвел шуса тухрĕ те таврана хăйĕн савăк çутине сапаларĕ. “Сывă пул, Хĕл! Эсĕ кăçал нихçанхинчен те юрлă пултăн, çав нÿрĕк пулăхлăха куçтăрччĕ. Ална парсам, Çуркунне! Санăн чĕрĕлĕхÿ, илемÿ Çĕр чăмăрĕ çинчи мĕльюншар çынна илĕртет. Санпа харпăр хăй шанăçне çыхăнтараççĕ, Санран куç туллин ыррине кĕтеççĕ”, – çак сăмахсене калас килет çурхи уяв çитсен.
Уяв программине кĕртнĕ номерсем кăна пулнă. Суту-илĕве аван йĕркеленĕ. Вĕри пĕлĕмпе чейсĕр, техĕм шăршă саракан шашлăксăр епле уяв пултăр çăварнире?


"Ял ĕçченĕ"
11 марта 2011
00:00
Поделиться