Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пуçлăх кубокĕшĕн

Мартăн 19-мĕшĕнче Тăвайри спорткомплексра волейболла выляса район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем 7 ушкăнра пулаççĕ. Вĕсене ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен (пуçлăх, специалист, клуб заведующийĕ, ял старости), шкулсен директорĕсен (шкулсен тата хушма вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсем, вĕсен çумĕсем тата 2 преподаватель), ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен (ЯХПК, акционерсен тата ял хуçалăхĕнчи тулли мар яваплăхлă обществăсен ертÿçисем, фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем), район администрацийĕн, районти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен (ертÿçĕсемпе çумĕсем), федераллă тата республикăри службăсен вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисемпе çумĕсен (шалти ĕçсен пайĕ, район прокурорĕ, федераллă тата миравай судьясем, суд приставĕсен пайĕ, халăха ĕçе вырнаçтаракан центр, пушар хуралĕн т.ыт.те), депутатсен (депутатсен районти Пухăвĕн тата ял поселенисен депутачĕсем) командисем хутшăнаççĕ. Команда йышĕнче 9 çын.
Ăмăртусем ирхине 10 сехетре пуçланаççĕ. Мандат комиссийĕ 9 сехетрен ĕçлет.


"Ял ĕçченĕ"
15 марта 2011
00:00
Поделиться