Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тухăçлăхпа тупăшлăха ÿстерни кирлĕ

Ял пуласлăхĕ пирĕн алăра – çапла курăнмалла пысăккăн çырса çапнă Тенеялĕнчи клуб сцени çине. Ку вăл тĕрĕс сăмахсемех ĕнтĕ. Çавах та çанталăкран та сахал мар килнине çирĕплетсе цифрăсем илсе кăтартрĕ “Новый путь” ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Ю.Д.Александров хуçалăх пухăвĕнче правленин 2010 çулхи ĕçĕн итогĕсем çинчен туса панă отчетра.
Ертÿçĕ пирваях пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çу кунĕсене пула уй-хир продукчĕсене палăртнă чухлĕ туса илейменнине асăнчĕ. Çапла 18 гектар çинчи кĕрхи ыраша 106 центнер е кашни гектар пуçне 5,9 центнер, 119 гектар çинчи çурхи тулла 446 е кашни гектар пуçне 3,7 центнер, урпана 872 е кашни гектартан 5,3 центнер пухса кĕртнине каларĕ. Ампар виçипе пурĕ те 1425 центнер. Ку вăл, паллах, сахал ĕнтĕ. Çапах та çынсене ĕçленĕшĕн тырă валеçнĕ, 1 килограмне 7 тенкĕ çинчен панă.
Тырă çеç мар, выльăх апачĕ те сахал пухăннă. Нумай çул ÿсекен курăксенчен мĕн пурĕ те 40 рулон утă хатĕрленĕ. Сенаж нумаях мар – 250 тонна хывнă. Тыррине кура улăм та сахал тухнă. Çавăнпа кÿршĕллĕ “Луч” хуçалăх территорийĕнче тĕрлĕ курăкран 503 рулон хатĕрлеме тивнĕ тата 376 рулон айккинчен кÿрсе килнĕ. Выльăх апачĕ халĕ те çити-çитми, çавăнпа питĕ перекетлĕ пулма тивет. Тен, “Нарспи” поэмăри пек, пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхĕ те ăшăтса, выльăхсене курăк çине иртерех кăларма май килĕ текен вăрттăн шухăшпа та пурăнаççĕ пулĕ ял ĕçченĕсем. Анчах çанталăк тĕрлĕрен килме пултарать.
Докладчик каланă тăрăх, “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕ 2010 çулта ÿсен-тăрансенчен, тĕпрен илсен, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сутса, 1 млн. та 16 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Ферма нумайрах укçа-тенкĕ панă: сĕт сутса 2 млн. та 374 тенкĕ, аш-какайпа 335 пин тенкĕ, сысна çури сутса тата ыттипе те кĕнĕ. Пыл чылай тупăш кÿнĕ.
Иртнĕ çулта ял хуçалăх кооперативĕн кассине пурĕ 5 млн. та 158 пин тенкĕ укçа кĕнĕ, анчах тăкакĕсем тата пысăкрах – 5 млн. та 646 пин тенкĕ пулнă. Çапла вара хуçалăх 2010 çула 400 пин тенкĕ ытла тăкакпа вĕçленĕ. Çапах та патшалăхран кĕнĕ укçа-тенкĕпе асăннă тăкак саплашăннă. Чăн та, çав вăхăтрах хăш-пĕр парăмсем те çук мар-ха хуçалăхăн.
Укçа тени вăл хальхи саманара пырса кĕнипе пĕрлех тухма та пысăккăн тухса каять. Акă, сăмахран, пĕлтĕр выльăх апачĕ туянсах 1 млн. та 183 пин тенкĕ расхутланă хуçалăх, налуксемпе фондсене 742 пин, çунтармалли-сĕрмелли япаласемшĕн 542, электроэнергишĕн 429 пин, кредитсемшĕн 360 пин тÿленĕ. Экономика перекетлĕ пулмалла, тетпĕр-ха. Анчах укçа “хутаçĕ” перекетлесен те пушанать авă. Çапах та палăртар: перекетлĕ пулнипе пулманни пĕр мар. Патшалăхăн та энергоресурссен хакĕсене пĕчĕклетме тăрăшсан аван пулмалла.
Паянхи кун тĕлне хуçалăх хăйĕн фермисенче 189 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвакан ĕнесем 80 тата тĕрлĕ ÿсĕмри сыснасем 49 пуç усрать. Ĕнесенчен 281,3 тонна (ÿсĕм 3,4 проц.) сĕт туса илнĕ, продуктивлăх 3516 килогрампа танлашать. Пурĕ 77 пăру, çав шутран ĕнесенчен 64 пăру пăхса илнĕ. Тĕллев тăрать çулталăкра кашни ĕнерен пĕрер пăру илесси. Выльăхсен йышне ăнăçлă упраса хăварса вĕсенчен продукци ытларах туса илесси – ферма ĕçченĕсем умĕнче тăракан сумлă задача.
Çак пысăк тĕллевсене 2011 çулхи производствăпа финанс планĕнче те пăхса хăварнă. Кĕркунне кĕр тыррисем халичченхинчен ытларах акса хăварнă – 86 гектар. Çуракинче çурхи тулă 90 гектар, урпа 140, сĕлĕ 20 гектар акма палăртнă, кашни гектартан пĕлтĕрхи пек 4–5 центнер мар, кашни культурăпа 25-шер центнертан кая мар тырă пухса кĕртме планланă. Сĕлĕ вăрлăхĕ I репродукцилли туянса хатĕрленĕ. 20 гектарлăх люцерна вăрри те илсе килнĕ, укçине кăна парса татайман-ха. Халичченхи пекех, 20 гектар пахча-çимĕç валли вырăн уйăраççĕ. 15 гектарĕнче хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, пиллĕкĕшĕнче кишĕр вырнаçтараççĕ. Вĕсем, чипер туса илсен, тупăш сахал мар кÿмелле. Унччен çĕр улми те çулленех туса илнĕ тенеяльсем, услам та сахал мар кĕнĕ “иккĕмĕш çăкăртан”. Анчах 2011 çулта ăна лартса тума палăртман. Вăрлăхĕ те çук. Тĕш тырă культурисемпе вара вăрлăхсем çитме кирлине каларĕ кооператив ертÿçи. Кĕркунне вĕсене тасатса хунă, терĕ. Тĕрĕссипе, кашни пусăм çĕр тупăш кÿмелле. Çавăнпа кăçал кĕске сроклă кредит илсен минераллă удобренисем те туянма пăхнă.
Ĕçсен ăнăçлăхĕ кадрсенчен нумай килет. Валерий Андреев, Андрей Гурьев, Сергей Сергеев, Александр Егоров, Владимир Ермолаев механизаторсен ячĕ-шывĕ тухрĕ уйра ĕçленĕ механизаторсенчен. Дояркăсен, ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, утарçăн хастарлăхне асăнчĕç. Тыр-пула виçĕ комбайнпа çапса илнĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем, иккĕленмелли çук, малашне те тăрăшĕç производствăра. Çакăнпа пĕрлех кооперативра ĕçлекенсем хушшинче эрех-сăрана кăмăл тăвакансем пурри те сисĕнет юлашки çулсенче. Пухура та пулчĕç унашкаллисем. Ял хуçалăхĕнче чунне парса ĕçлекенсем хуçалăх, правлени ĕçĕнчи çитменлĕхсем, производствăри резервсем çинчен пухура сăмах илсе калаçманни пăшăрхантарчĕ.
Пуху правленин иртнĕ çулхи ĕçне-хĕлне вăтам хак пачĕ, ревизи комиссийĕн "сăнав совечĕн" отчетне, ăна Олег Львович Анисимов туса пачĕ, çирĕплетрĕ. Ревкомисси асăрханă çитменлĕхсене пĕтернине каларĕç пухура.
Ял хуçалăх кооперативĕн отчетлă пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.А.Ванерке (вăл сăмах каларĕ) тата Йăнтăрчăри ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.П.Хайдукова хутшăнчĕç.


"Ял ĕçченĕ"
15 марта 2011
00:00
Поделиться