Сывă та паха вăрлăх – тухăçшăн
Чăнлăх ансат тата çакăн пек: тухăçлă тыр-пул туса илес тесен, паха вăрлăх туянмалла. Çуркунне çывхарса пынă май, республикăри рыноксенче эпир час-часах кÿршĕллĕ регионсенчен (Ульяновск облаçĕнчен, Тутар, Марий Эл Республикисенчен) кÿрсе килнĕ ял хуçалăх культурисен тата ытти ÿсен-тăран вăрлăхĕсемпе суту-илÿ тунине куратпăр. Анчах вĕсенче пирĕн Чăваш Республикишĕн карантинлă фитосанитари зонисем туса хунă, мĕншĕн тесен ÿсен-тăран сăтăрçисем, чирĕсем, çум курăксем, карантинлă организмсем асăрханă.
Вăрлăхлăх материалпа тата ÿсен-тăранăн ытти продукцийĕпе (тырăпа, комбикормпа, жмыхпа, шротпа) пĕрле республикăна карантинлă çум-курăксем (амброзия полыннолистная, амброзия трехраздельная, амброзия многолетняя, горчак ползучий, паслен колючий, паслен трехцветковый, повилики, ценхрус малоцветковый, череда волосистая), ÿсен-тăран сăтăрçисем (капровый жук, зерновка рода калособрухус, азиатская хлопковая совка тата ытти те), ÿсен-тăран чирне пуçаракансем (бактериллĕ, вируслă) килеççĕ.
Карантинлă çум курăксем, ÿсен-тăран чирĕсене пуçаракансем, сăтăрçăсем ял хуçалăхне нумай енчен пысăк сиен кÿме пултараççĕ. Çапла, тĕслĕхрен, карантинлă çум курăк – амбрози – çурхи тĕш тырăсене, пропашной культурăсене, выльăх апачлĕх курăксене, садсемпе пахчасене çум айне тăвать. Амбрози вăйлă пусса илнĕ чухне ял хуçалăх культурисен тухăçĕ чакать, тыр-пул çÿпĕленет, выльăх апачĕсен пахалăхĕ чакать, çынсен сывлăхĕ хавшать (амброзин чечек тусанĕ аллерги чирĕ пуçарать). Правило пекех, карантинлă çум курăксен çĕнĕ тĕсĕсем çĕнĕ территорие лексен хăйсене ĕрчеме, сарăлма тата лайăхрах условисем тупаççĕ. Вĕсене пĕтерме питĕ йывăр. Тăпрана агротехника меслечĕсемпе ĕçлесе хатĕрлени те пысăк усă кÿреймест ку тĕлĕшпе. Карантинлă сăтăрçăсемпе сиенленни ÿсен-тăран вăйсăрланасси тата пĕтесси патне илсе пырать, ÿсен-тăран чирĕсем унăн продуктивлăхне чакараççĕ, тыррăн çăкăр пĕçермелли, биохими тата таварлăх пахалăхĕсене начарлатаççĕ.
Ял хуçалăх продукцийĕ тăратакансенчен тÿрĕ кăмăллах маррисем вăрлăхлăх материалпа ытти ÿсен-тăран продукчĕсене республикăна карантин сертификачĕсемсĕр (карантинлă объект çуккине çирĕплетекен документсемсĕр) илсе килеççĕ, çапла майпа сиенлĕ организмсене сарăлма çул уçса параççĕ.
Чăваш Республикинчи Россельхознадзор Управленийĕ карантинлă объектсем кÿрсе килме тата вĕсене сарма парас мар тесе тивĕçлĕ фитосанитари ĕçĕсем туса ирттерет. Çапла, тĕслĕхрен, 2010 çулта республикăна 18 пин тонна шрот, фуражлăх тырă тата комбикорм илсе килнĕ пулнă.
3 пин тонна шротра карантинлă объектсем тупса палăртнă. Сиенленнĕ пĕтĕм продукцие 1 мм виçепе авăртса вăрлăхсен шăтаслăхне пĕтернĕ. Çавăн пекех Волгоград облаçĕнчен республикăна 504 тонна апат-çимĕçлĕх тулă кÿрсе килнĕ, анчах унра карантинлă объект (горчак розовый) пуррине тĕпчесе пĕлнĕ. Ăна пĕтĕмпех тасатма тивнĕ. Тасатнă туллăн каяшне çунтарса янă.
Хисеплĕ граждансем, çĕр участокĕ тытакансем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, хресчен фермер хуçалăхĕсен хуçисем, вăрлăхлăх материал е ытти ял хуçалăх продукцийĕ туяннă чухне, ырă мар ĕç пулса ан тухтăр тесен, чи пирваях вĕсен тивĕçлĕ документсем (карантин сертификачĕ е карантин фитосанитари тĕрĕслевĕн акчĕ) пуррине тимлĕр, вĕсен карантинлă объект çуккине çирĕплетсе памалла. Унсăр пуçне “Россельхозцентр” ФГУ сорт идентификацийĕпе вăрлăх пахалăхĕ пирки панă сертификат та пулмалла.
Карантинлă çум курăксем кÿрсе килессинчен сыхланни кайран вĕсемпе кĕрешессинчен нумай çăмăлрах тата экологи тĕлĕшĕнчен те шанчăклă.
Хăвăра интереслентерекен пур ыйтупа та эсир Чăваш Республикинчи Россельхознадзор Управленине çак адрессемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр: Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9-мĕш çурт (ÿсен-тăран карантинĕ, тырă пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен надзор пайĕ), тел. 52–80–33; Канаш хули, Çĕнтерĕве 30 çул урамĕ, 87а, тел. 2–18–25.
"Ял ĕçченĕ"