Юр çинчи мини-футбол
Мартăн 20-мĕшĕнче спорткомплекс площадкинче юр çинчи мини-футбол иртет. Ăмăртусене вĕренÿ учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, пĕр картишре пурăнакансен е ытти йĕркепе (анчах пропискăпа килĕшÿллĕн) пĕрлешнĕ командăсем хутшăнма пултараççĕ. Футболистсен 17 çултан çамрăк пулмалла мар (1994 çулччен çуралнисем). Заявкăна 8 футболист таран кĕртме юрать. Командăсем 10-шар минутлă 2 тайм мини-футбол правилисемпе килĕшÿллĕн выляççĕ. Турнир ирхине 10 сехетре пуçланать.
"Ял ĕçченĕ"