Çивĕч те интереслĕ кĕрешÿ
2011 çулăн пирвайхи кварталĕ шахмат ăмăртăвĕсенчен тулăх пулчĕ: раштав турнирĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Н.Иванов парнисемшĕн, район чемпионачĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокĕшĕн. Вĕсем пахалăх тĕлĕшĕнчен палăрса тăчĕç.
Район чемпионатне хутшăннисенчен В.Димитриевпа Вл.Семенов кăна пулаймарĕç Кубок кĕрешĕвĕнче. Ун вырăнне çĕнĕ ятсем хушăнчĕç. Ку вăл Çăлпуçĕнчи Алексей Федоровпа Вăрманхĕрринчи Валерий Чернов. Валерий Егоровича шахматра çĕнĕ çын теме çук, маларахри çулсенче вăл тăтăш вылятчĕ, çивĕч те тавçăруллă. Ахальтен мар вăл çурма финала çитрĕ. А.Федоров та ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Вăл пиçсе çитнĕ шахматист, ăна турнирсен опычĕ кăна çитеймест.
Пĕрремĕш финалист вара Ю.Арестов (Нăрваш) пулса тăчĕ. Тепĕр ушкăнран финала И.Соловьев тухрĕ. Вăл районăн иртнĕ çулхи чемпионне тата суперкубок çĕнсе илнĕ Г.Федотовпа А.Семенова 2:0, çурма финалта К.Григорьев çамрăка 3:2 шутсемпе парăнтарчĕ.
Финалти тĕл пулу çивĕч, тарăн шухăшлă иртрĕ. Пирвай палăртнă пекех 50-шар минутлă 4 партирен тăмаллаччĕ финал. Умĕнхи турнирсенче хăй пултарнинчен чылай япăхрах вылянă И.Соловьевшăн хальхинче “кăвак хуппи” уçăлчĕ тейĕн. Вăл позицие тĕрĕс тишкерсе, тĕрĕс çÿреме, хирĕç вылякана вĕçĕм “прессингра” тытма, хăйне кирлĕ пек выляттарма тăрăшрĕ. Çакă ăна ăнăçу кÿчĕ. Вăл пирвайхи 3 тĕл пулăвне те выляса илчĕ те тăваттăмĕшне выляма та кирлĕ пулмарĕ. Çапла вара район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне иртнĕ çулхи Кубокра 2-мĕш вырăн йышăннă И.Соловьев çĕнсе илчĕ.
Шахматра: “Эп пуринчен те вăйлăрах вылятăп” теме çук. Çакна район чемпионĕсем, турнирсен çĕнтерÿçисем вĕçĕм ылмашăнса пыни те çирĕплетет. Юлашки вăхăтра районта пултарулăх тĕлĕшĕнчен пĕр шайра тăракан шахматистсен ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Çав йыша В. Александров, Г.Федотов, Н.Кондратьев, О.Лисов, В.Чернов шахматистсене кĕртмелле, çамрăкраххисенчен К.Григорьева, Р.Совина, А.Алексеева палăртмалла. Вĕсен ăсталăх та, опыт та çителĕклĕ. Çавăнпа та турнирти ăнăçу кам мĕнле формăра пулнинчен, сывлăхран, кăмăл-туйăмран нумай килет.
Чемпионат та, кубок ăмăртăвĕсем те районти шахмат аталанăвне нумай пуянлатрĕç. Вĕсенчен интереслĕ çивĕч тĕл пулусем пайтах пулчĕç. Çак шайран малашне те анас марччĕ.
"Ял ĕçченĕ"