Ĕне усракансене пулăшса
Хĕл выльăх апачĕ енчен çăмăлах пулман пирки патшалăх ĕне усракансене укçа-тенкĕ енчен пулăшма шантарнă суммăна халăх унчченех кĕтетчĕ-ха. Çак кунсенче вара Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви пирĕн районти ĕне тытакансене те кашни ĕне пуçне 1110 тенкĕ шутпа выльăх хуçисен перекет кĕнекисем çине укçа куçарса пачĕ. Ку вăл выльăх апачĕ туянма пулăшса панă компенсаци.
"Ял ĕçченĕ"