Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Калаçу хивре пычĕ

Мартăн 17-мĕшĕнче районти физкультурăпа спорт активĕн пухăвĕнче 2010 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнипе пĕрлех 2011 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Пухăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров доклад туса пачĕ.
Районта 80 спорт сооруженийĕ, çав шутра 17 спорт залĕ. Вĕсем харăсах 1920 çынна йышăнма пултараççĕ. Тĕп спорт бази, паллах, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ. Ун çумĕнчи парк зонинче футбол тата волейбол площадкисем, асфальт сарнă чупмалли дорожка, сикмелли сектор пур. Кăçал Тăвайра физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли çĕнĕ комплекс тума пăхнă. Бассейнпа пĕрлех вăйăсен залĕсем пулаççĕ.
Физкультурăпа спорта çуллен 2 млн. яхăн укçа-тенкĕ уйăраççĕ, анчах ăмăртусене йĕркелеме, республикăна тухса çÿреме ку çав тери çителĕксĕр.
Цифрăсем çинче нумай чарăнса тăрасшăн мар. Районти нумай шкулта тренажерсемпе гимнастика снарячĕсем кăна мар, вăйăсем ирттермелли чи ансат хатĕрсем те çителĕксĕр. Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вăй-хала аталантарас енĕпе ĕçлекен пĕр педагог та çук. Сывлăх кăлтăкĕсене пула ятарлă медицина ушкăнĕнче тăракан вĕренекенсен хисепĕпе район республикăра малтисен шутĕнче пулни те пăшăрхантарать. Элпуçĕнчи, Тĕмерти, Тушкилти, Чутейри вăтам шкулсенче паянхи кунччен те спорт клубĕсем йĕркелемен.
Предприятисемпе организацисенче те физкультурăпа сывлăха çирĕплетес ĕç япăх шайра. Вĕсенче спорт инструкторĕсен должноçне пăхман. Ытларах чухне физкультурăпа спорт ĕçĕ системăпа мар, вăхăтран-вăхăта ăмăртусене хутшăннипе кăна пулса пырать. Ытларах çак ĕç ертÿçĕрен, пуçаруллă çамрăксенчен килет. Ял поселенийĕсен администрацийĕсенче физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсем çук, культура учрежденийĕсен майĕсемпе çителĕксĕр усă куратпăр, вĕсене шашка-шахматпа, теннис сĕтелĕпе тивĕçтермеççĕ. 10 ял тăрăхĕнчен виççĕшĕнче кăна физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен клубсем йĕркеленĕ.
Районта йĕлтĕрпе чупасси, çăмăл атлетика, волейболпа футбол, шашкăпа шахмат япăх мар аталаннă. Çуллен тĕрлĕ шайра 60 ытла ăмăртăва хутшăнать район. Çав шутра волейболпа, футболпа, çăмăл атлетикăпа, сĕтел çи тенниспа – ăнăçлăрах. Юлашки вăхăтра уйрăм йĕлтĕрçĕсем те республика шайĕнче палăрма пуçларĕç (Тăрмăшри И.Кирилловпа Çĕнçырмари О.Максимова тата ыттисем). Республикăри 21 район хушшинче ялти спорт вăййисенче 7-мĕш, шкул ачисен Спартакиадинче 12-мĕш вырăн йышăннă тăвайсем.
2010 çулта çитĕннисем хушшинче 12 спортсмен-разрядник хатĕрленĕ (юлашки 6 çулти чи лайăх кăтарту), çав вăхăтрах пĕр спорт мастерĕ те е унăн кандидатне хатĕрлеймен, олимп резервĕсен училищине 1 çамрăк спортсмена кăна янă.
Пухура иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене палăртнă тени кăна çителĕксĕр пулĕччĕ. Унта çав тери çивĕч калаçу пычĕ, тен, хăш-пĕр самантсенче хиврен те илтĕнчĕç пуль каланă сăмахсем. Нумайăшĕ чунра кÿтсе çитнине пытармарĕ. Калăпăр, мĕншĕн хăш-пĕр ял поселенийĕсенче çу кунĕсенче выляма чи ансат волейбол тата футбол площадкисем тăваймаççĕ? 40–50 çул каялла вулав çурчĕсемпе клубсенче шашкăлла, шахматла, доминолла выляма пулатчĕ. Пĕлсех тăратăп, хальхи вăхăтра кашни культура çурчĕ çав хатĕрсемпе, ăмăртусем йĕркеленипе мухтанма пултараймĕ. Кашни шкул команди тенĕ пек “Ылтăн шайба” клуб парнисемшĕн пынă ăмăртусене хутшăннă. Халĕ эпир чи ансат хоккей площадкисемпе (пĕве çинче е шыв сапса) катоксем те тăваймастпăр. Мĕншĕн чÿкçырмисем хăйсен вăйĕпе хоккей коробки тума пултараççĕ, ыттисем çук? Миçе çул район центрĕнче шыва кĕмелли вырăн тăваймаççĕ, çав вăхăтрах çурхи шывпа вуншар пин тенкĕ юхтарса ятăмăр. Мĕн каламалли? Ыранхи çинчен шухăшлакан, пуçарулăх кăтартас текен, физкультурăпа спорта А.Пимулин, С.Кириллов, В.Захаров, В.Афанасьев, Ф.Максимов, Н.Степанов, М.Андреев, Э.Буинцев пек парăннă çынсем сахал пирĕн. Йăлтах укçа çитменни çине йăвантарни айванла. Эпĕ астăвасса, физкультурăпа спорт валли 50-60-мĕш çулсенче те укçа уйăрман. Ялти çамрăксем хăйсен укçи-тенкипе волейболпа футбол мечĕкĕсемпе сеткисем туянатчĕç. Командăсем каçсерен черет тăрса вылятчĕç. Футболистсем велосипед çине ларса е, пĕр пулсан çуран, ытти ялсене выляма çÿретчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен пурнăçĕнче чăн-чăн фанатсем пулнă. Çавăнпа та район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев хăйĕн сăмахне тÿрех çивĕч пуçларĕ, “...физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе эпир нимех те тумастпăр е ытла та çителĕксĕр тăватпăр”,– терĕ. Вăл малашне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çирĕп планпа ĕçлесе пыма ыйтрĕ, 2–3 ял тăрăхĕнче çитес çултан физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ятарлă должность туса хурасси пирки пĕлтерчĕ. Пуçлăх çитес йĕлтĕр сезонĕ уçăлнă тĕле Элпуç шкулне икĕ мăшăр ку чухнехи лайăх йĕлтĕр тупса пама, Чÿкçырмипе Тăвайра хоккей коробкисем тăвас ĕçре пулăшма шантарчĕ. “Кам ĕçлес кăмăллă, эпĕ пурне те май пур таран пулăшма хатĕр, анчах пурне те харăс пурнăçа кĕртме май çук”, – терĕ Юрий Егорович. Ун шухăшĕпе хĕллехи вăхăтра ачасене, çынсене ярăнмалли ансат катоксем кашни ялтах пулмалла. Тăрмăшри вăтам шкул директорĕ М.Андреев çамрăк кĕрешÿçĕсем валли ятарлă кавир кирлине, çак ыйтăва татса парас тесе çирĕм çула яхăн тăрăшни кăлăхах пулнине, А.Шишов ветеран спортри çитĕнÿсем ытларах пуçаруçăсем çинче тытăнса тăнине палăртрĕ. “Эпир ватăлатпăр, пулĕç-и пирĕн хыççăн пултаруллă çамрăксем? Эппин спортри массăлăхшăн, ĕç пахалăхĕшĕн тăрăшмалла”, – çак тĕп шухăш палăрчĕ унăн сăмахĕнче. Алексей Петровичăн иккĕленме кирлĕ мар, вăл сахал мар пултаруллă çамрăк шашистпа шахматист çитĕнтернĕ.
Алла чĕре тĕлне тытса çакна та каласа хăвармалла: эпир пур пек спорт сооруженийĕсемпе пур чухне те туллин те тухăçлă ĕçлетпĕр теме пултараймастпăр. Сахал мар чухне спортзалсен алăкĕсем хупă е вĕсене çÿрекенсем йышлă мар. Хăйĕн ĕçне чунтан юратакан учитель урок панипе кăна çырлахмĕ, вăл çамрăк ăру сывлăхлă, спортра пултаруллă ÿссе çитĕнтĕр тесе тăрăшĕ.
Тĕл пулура çавăн пекех А.Игнатьев ячĕллĕ республикăн пĕрлештернĕ командисене хатĕрлекен центр ертÿçи С.Шелтуков тата ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерствин пай пуçлăхĕ В.Лысова тухса калаçрĕç, тăвайсене умри йывăрлăхсене татса парас ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
Çапла, йăлтах хамăртан килет. Мĕнле пурăннинчен, мĕнле ĕçленинчен, хамăр тăрăшулăхран. Апла пулсан, паянхи калаçăва пурин те ăша хывмалла, ячĕшĕн, черетлĕ калаçу пек çеç тăрса ан юлтăр вăл, пирĕншĕн малашлăх планĕ пулса тăтăр.


"Ял ĕçченĕ"
22 марта 2011
00:00
Поделиться