Тунтикунхи планеркăра
Ĕнер район администрацийĕнчи планеркăра кăçалхи мартăн 14–20-мĕшĕсенче пурнăçланă ĕçсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ, ку эрнери задачăсене палăртса хунă. “Иртнĕ эрнере районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене вăхăтра тÿлеймен парăма парса татнă, малашне вара тÿлевсемпе вăхăтра татăлса пыма мерăсем йышăнмалла,” – палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.
Хăйĕн сăмахĕнче Юрий Егорович ку эрне мероприятисемпе тулли пулни, апла пулин те çав вăхăтрах ялсене тирпей-илем кĕртес, çуллахи сывлăха лайăхлатмалли кампание, массăллă уявсене, сăмахран, Çĕнтерÿ кунне, ĕçпе юрă тата спорт уявне – “Акатуя” хатĕрленес ĕçсене пуçăнма кирлине кăтартса панă.
Унтан район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертÿçисем хăйсен ĕçĕнчи информацисемпе паллаштарнă. Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ иртнĕ эрнери оперативлă лару-тăру, пушар надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ “Пурăнмалли çурт-йĕр” профилактика операцийĕ ирттерни, Тăвайри тĕп больница врачĕ призывниксен медицина тĕрĕслевĕ тата “Шурă ромашка” профилактика операцийĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕ.
"Ял ĕçченĕ"