Закон çĕре сыхлама хушать
Çĕр – патшалăхпа халăхăн наци пуянлăхĕ. Уйрăмах ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çут çанталăк объекчĕ кăна мар, ял хуçалăхĕнче производство хатĕрĕ те пулса тăраççĕ. Законпа çапла çирĕплетнĕ: ку çĕрсене çынсен хуçалăх ĕçĕнче вараланасран, ăпăр-тапăрпа çÿпĕленесрен, хавшасран тата ытти енĕпе начар витĕм кÿресрен сыхласси чи пысăк тимлĕхре пулмалла. Çĕр вăл – чĕрĕ организм, унăн хăйĕн пахалăх енĕсем пур. Çĕрĕн çиелти сийĕ вара пулăхлă пулнипе, вăл ÿсен-тăрансене тутлăхлă япаласемпе, шывпа, сывлăшпа, ăшăпа, биологи, физикăпа хими тĕлĕшпе тивĕçтернипе, ял хуçалăх культурисен тухăçне хывнипе палăрса тăрать. Тăпрара нумай тĕрлĕ процессем пулса иртеççĕ, вĕсем унпа ял хуçалăх тĕллевĕпе усă курассине лайăхлатма та, начарлатма та пултараççĕ. Çĕр – пурнăç никĕсĕ, унăн пуянлăхĕ. Çавăнпа унпа экологи енчен те, ытти тĕлĕшпе те тирпейлĕ усă курмалла, ăна начарлатма памалла мар. Пурнăç хăй çапла хушать. РФ Çĕр кодексĕ те çавнах çирĕплетет. Çавăнпа çĕрпе усă курнин эффективлăхне ÿстерсе пынипе пĕрлех, унăн вăй-хăватне, пулăхлăх пахалăхĕсене лайăхлатса пырас пирки те тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттермелле. Уйсем çум курăкланса пыни, агротехника начар шайра пулни, тăпрара тутлăхлă веществосем сахалланни, эрози вăй илни çĕрпе кирлĕ пек усă курманнин паллисем пулса тăраççĕ.
Патшалăх çĕр тĕрĕслевне, Раççей Федерацийĕн Правительствин 2006 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчи 689-мĕш номерлĕ “Патшалăх çĕр тĕрĕслевĕ çинчен” постановленийĕпе килĕшÿллĕн, ĕç тăвакан влаçăн 3 федеральнăй органĕ – Росреестр, Россельхознадзор тата Росприроднадзор – туса пырать. Кашни органах хăйĕн полномочийĕсемпе тивĕçтернĕ е, урăхла каласан, тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн вырăнĕсене палăртса панă. Россельхознадзорăн тĕрĕслев ĕçĕ çĕрĕн пулăхлă сийне сиен кÿрессине, пестицидсемпе, агрохимикатсемпе е çынсен сывлăхĕпе тавралăхшăн хăрушă ытти веществосемпе, производствăпа потреблени каяшĕсемпе тĕрĕс мар усă курса çĕре пăсма пултарассине сирсе ярассипе тата çавăн пекех çĕр законодательстви ыйтнисене пурнăçласа ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе тата ялсенчи акса-лартса тăвакан çĕр участокĕсемпе тĕрĕс усă курассипе тата сыхлассипе çыхăннă.
Тăпран çиелти пулăхлă сийĕ – çĕрĕн чи паха пайĕ. Çĕр законодательстви ăна никамран ыйтмасăр хăй ирĕккĕн сÿсе илме тата урăх вырăна куçарма чарать. Уншăн административлă яваплăх тыттараççĕ. 2010 çулта çавнашкал тĕслĕхсемшĕн Россельхознадзор Управленийĕ пĕр юридически лицона, должноçри 9 çынна тата 7 граждана штраф хунă.
Çĕр тĕрĕслев пайне туса хунăранпах Россельхознадзор Управленийĕ ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем çинче никам ирĕк памасăр çÿп-çап вырăнĕсем (свалкăсем) туса хунипе кĕрешет. Вĕсем тавралăх илемне пăснипе пĕрлех, тăпрана сиенлĕ, хăрушă веществосемпе вараласси патне илсе пыраççĕ. 2010 çулта йăлари хытă каяшсем тăкакан вырăнсем туса хунă çĕр участокĕсенчен çĕр тĕрĕслев пайĕн специалисчĕсем илсе тишкернĕ тĕслĕхсем çавăн çинчен калаççĕ. Тăпра тĕслĕхĕсене “Россельхознадзорăн Чул хулари референт центрĕ” ФГУ лабораторийĕнче тĕрĕслеттернĕ. Хими анализĕсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Бичурино ял поселенийĕн территорийĕнчи тăпрана тăхланпа тата цинкпа вараланнине, çавăн пекех Шупашкарпа Тăвай районĕсенче те çавăн пеккине палăртнă. Унсăр пуçне “Шупашкарти чăх-чĕп фабрики” ООО чăх-чĕп каяшĕ вырнаçтарнă 29,4 гектарлă çĕр участокĕнче цинк хисепĕ 2 хут ытла пысăкраххи паллă пулнă. Производство тата потреблени каяшĕсемпе правилăсене пăхăнмасăр усă курса ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене пăснăшăн 2010 çулта Россельхознадзор Управленийĕ 3 юридически лицона, должноçри 33 çынна тата 11 граждана штраф панă.
Россельхознадзорăн çĕр тĕрĕслев пайĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ – çĕр законодательстви ыйтнине пурнăçласа ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене çум курăк тата йывăç-тĕм пусса илме парас марри. Çум курăксем тăпран культуртехникăпа фитосанитари пахалăхне начарлатаççĕ, тăпрари тутлăхлă япаласене пĕтереççĕ, ял хуçалăх культурисен чир-чĕрпе сăтăрçисене, çав шутра карантинлисене те, сарăлма пулăшаççĕ. Типнĕ çум курăксем пушар хăрушлăхĕ те пулса тăраççĕ. Çапла вара тавралăха та, çынсемпе выльăхсене те пысăк сиен кÿреççĕ.
Çĕр законодательстви ыйтнине пăхăнас тата пурнăçлас тĕллевпе Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн çĕр тĕрĕслев пайĕ тĕрĕслев ĕçĕсене ĕç тăвакан влаçăн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, районсенчи прокуратурăсемпе тачă çыхăнса пĕрле туса пырать. Çакă тĕрĕслевсен эффективлăхне ÿстерме май парать.
"Ял ĕçченĕ"