Ĕç условийĕсене лайăхлатсах пырар
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ĕç условийĕсемпе ĕçлев сыхлавне лайăхлатассипе апрелĕн 1–30-мĕшĕсенче районта уйăхлăх иртет.
Предприятисемпе организацисен ертÿçисен харпăрлăх формине пăхмасăр вырăнта уйăхлăха хатĕрленсе ирттерме ĕç ушкăнĕсем йĕркелемелле. Вĕсем ĕçлев сыхлавне йĕркеленине, работниксене ятарлă ĕçсене пурнăçлама право паракан удостоверени пуррипе çуккине, ертÿçĕсемпе, специалистсемпе тата рабочисемпе вĕренÿ йĕркелеççĕ, ку тĕлĕшпе вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Ĕç коллективĕсенче работниксем валли ĕçлев сыхлавĕпе инструкцисем, инструктажсем ирттернине çырса пымалли журнал пулмалла.
Уйăхлăха апрелĕн 29-мĕшĕнче ĕçлев сыхлавĕн координаци канашĕн ларăвĕнче пĕтĕмлетме палăртнă.
"Ял ĕçченĕ"