Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ултавçăсен серепине ан лекĕр

Хальхи пурнăçра çынсене мĕнле майпа кăна “шăтăк кимĕ” çине лартса хăварма тăрăшмаççĕ пулĕ ултавçăсем.
Акă хальтерех Элпуç ялĕнче те çавăн пек инкек пулса тухнă: пĕр ватă хĕрарăм патне сăнран пăхма йĕркеллĕ çынсемех кĕрсе тăнă, хăйсем пирки газ службипе энергосбытра ĕçлекенсем тесе пĕлтернĕ, газпа тата электроэнергипе усă курнăшăн çăмăллатнă (льготнăй) хакпа укçа тÿлеме ыйтнă. Вĕсем ыйтакан суммăна парсан, кил хуçи хĕрарăмĕн хăйĕн ĕмĕрне пурăнса ирттериччен те текех тÿлемелле пулмасть иккен. Ĕненнĕ ултавçăсене çемçе кăмăллă ватă, 9 пин тенкĕ кăларса тыттарнă. Ватă кил хуçи хĕрарăма суя чек тыттарса хăварма та ÿркенмен лешсем.
Паллах, асăннă суммăна пĕтĕрсе чиксен, хăвăртах тухса çухалнă ултавçăсем.
Эпĕ çынсене кирек епле пулсан та тимлĕрех пулма ыйтасшăн хăвăр патне çавăн пек кĕтмен-çĕртен пырса кĕрекенсенчен, ултавçăсен серепине çапла ансат кĕрсе ан ÿкĕр, вĕсене çăмăллăнах ĕненсе ан пăрахăр, документсем ыйтăр е вĕсем çинчен ытти майпа пĕлме тăрăшăр, ăс-тăнăра ан çухатăр.


"Ял ĕçченĕ"
01 апреля 2011
00:00
Поделиться