Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Эрнери планеркăра – актуаллă ыйтусем

Район администрацийĕнче йăлана кĕнĕ эрнери планерка пулса иртнĕ, унта муниципалитет пурнăçĕнчи актуаллă ыйтусене пăхса тухнă, иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, пурнăçламалли задачăсене палăртнă.
Районта ялсене тирпей-илем кĕртсе йĕркелессипе, Республика кунне хатĕрленсе кĕтсе илессипе малалла ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем районта иртме, çавăн пекех Шупашкар хулинчи тата Çĕрпÿ районĕнчи Республика кунĕн площадкисенче те ăнăçлă хутшăнма кирлине кăтартса панă.
Планеркăра çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăмшарăн ăшăтасси çине куçассипе, налогсем пухассине вăйлатассипе, муниципаллă пурлăхпа усă курнин эффективлăхне ÿстерессипе, З.Космодемьянская ячĕпе хисепленекен ача-пăча паркне йĕркелесе çитерессипе ĕçсене активлатма тĕллевсем лартнă. Райадминистрацин строительство, çул-йĕрпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне тивĕçлĕ организацисемпе пĕрле районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетсе лайăхлатмалли тĕллевлĕ программа туса хатĕрлеме хушнă.


"Ял ĕçченĕ"
21 июня 2011
00:00
Поделиться