Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Тăвайра

Июнĕн 17-мĕшĕнче Тăвайра ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕпе экологи комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Комитетсем ларусене вырăна тухса ирттересси çĕнĕлĕх мар, вăл унчченех йăлара çирĕпленнĕ. Вырăнти лару-тăрупа çывăххăн паллашни, ял хуçалăхăн ку чухнехи йывăрлăхĕсене пĕлсе тăни, вĕсене вырăнта мĕнле татса пама пулнине пĕлни халăхăн шаннă çыннисене законсем йышăннă чух питех те кирлĕ.
Комитет ларăвне унăн председателĕ Николай Владимирович Малов уçрĕ. Кăмăллă процедурăран пуçланчĕ ĕçлĕ калаçу. Депутатсем ЧР ял хуçалăхĕн министрне С.В.Павлова умĕнхи кун пулнă çуралнă кунĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, çитĕнÿсем сунчĕç. Н.В.Малов комитетчиксемпе, кун йĕркипе паллаштарчĕ. Унти тĕп ыйту “2008–2015 çулсенче Чăваш Республикинче агропромышленность комплексне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелесси” республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа пыни çинчен пулчĕ. Депутатсем ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Владимирович Павлов тунă доклада итлерĕç.
Министр иртнĕ çулхи вăрах шăрăхсем ял хуçалăхне пысăк сиен кÿнине, çавна май производство кăтартăвĕсем умĕнхи çулхисенчен чакнине палăртрĕ. Çапла республикăра аш туса илесси 2009 çулхин 93,7 проценчĕ чухлĕ шутланнă. Çав вăхăтрах сысна ашĕ туса илесси 3,6 пин тонна ÿснĕ. Иртнĕ çул пур йышши хуçалăхра та 494,6 пин тн. (99,9 проц.) сĕт суса илнĕ. Çавах та выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси лайăхланса пырать. Иртнĕ çул кашни ĕнерен сĕт сăвасси умĕнхи çулхинчен 5,5 проц. пысăкрах пулнă (4631 кг). Пăру, чăхсенчен çăмарта илесси 0,7 проц. ÿснĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене “АПК аталанăвĕ” проектпа 4 млрд. тенкĕлĕх кредит уйăрса панă (85 объекта, вĕсенчен 62-шĕ сĕт туса илессипе тата ăна ĕçлесе хатĕрлессипе çыхăннă).
Патшалăх ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене выльăх апачĕ туянма укçа-тенкĕ уйăрса пани те тăкаксене кăштах саплаштарма пулăшрĕ. Çапла ĕне выльăх пуçне упраса хăварнă тавар туса кăларакансене республика бюджетĕнчен 109,7 млн. тенкĕ куçарса панă.
Тĕш тырă, çĕр улми умĕнхи çулхинчен палăрмалла сахал туса илнĕ (22,3 тата 37,2 проц.).
Иртнĕ çул ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем 365,8 млн. тенкĕлĕх ял хуçалăх техники (555 единица) туяннă (2009 çулхинчен 2, 2008 çулхинчен 4 хут сахалрах). Сахалрах туяннин сăлтавĕсем паллă: отрасль тупăш илесси чакни, техника хакĕ ÿсни. Çавах та лару-тăру ку тĕлĕшпе лайăхланас çул çинче. Тухăçлă ĕçлекен çĕнĕ техникăсăр, ку чухнехи технологисемсĕр малалла кайма çуккине ăнланать. Çавăнпа ĕнтĕ мал курăмлисем кредитсемпе анлăрах усă курса ял хуçалăх машинисен паркне çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Уйрăм хресчен-фермер хуçалăхĕсем те вĕр-çĕнĕ комбайн туяннă тĕслĕхсем пур.
Республикăри апат-çимĕç кăларакан тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленность предприятийĕсем производство кăтартăвĕсене лайăхлатсах пыраççĕ. Иртнĕ çул кăна 100 ытла çĕнĕ йышши продукци туса кăларассине алла илнĕ.
Ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшасси ÿссех пырĕ. Иртнĕ çул вăл 2088,8 млн. тенкĕпе (2008 çулхин 153,3 проц.) танлашнă. Тавар туса кăларакансем кăçал та кредитăн тĕрлĕ формисемпе усă курма пултарĕç.
Республикăри 127 ял поселенийĕнче (44 проц.) 201 ял хуçалăх кооперативĕ регистрациленĕ, вĕсенчен 11-шĕ – кредитпа тивĕçтерекенни, 40-ĕшĕ – продукцие ĕçлесе хатĕрлекенни. Тĕрлĕ йышши программăсемпе ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесене, çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма, хваттер туянма пулăшассипе палăртнă тĕллевсем туллин пурнăçланса пыраççĕ. Социаллă инфратытăм ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, яла укçа-тенкĕ хывас ĕçе илĕртÿллĕ тума пулăшĕ, вак тата вăтам бизнеса аталантармалли условисем лайăхланĕç. Ялта та хушма ĕç вырăнĕсем пулĕç.
Çуракинче акма-лартма палăртнине йăлтах пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ министр, çĕр улми лаптăкĕ кăна чакнă. Çавах та çак культурăна туса илессине çитес çул 1 млн. тоннăна çитермелле. Кăçал кукуруза лаптăкне ÿстернĕ. Вăл панă ыйтусем çине хуравланă хыççăн тытăнса тăмарĕ, Комсомольски районĕнче иртекен тепĕр мероприятие васкарĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев хăнасене вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, Тăвай ял хуçалăхлă район пулнине палăртрĕ. Пирĕн тăрăхра промышленность предприятийĕсем çукпа пĕрех. Сĕт завочĕ, кирпĕч завочĕ, райпо. Пĕрремĕшĕ продукцие ĕçлесе хатĕрлемест, ăна пухса ăсатассипе кăна тимлет. Кирпĕч завочĕн производство калăпăшĕ 2009 çулхин 74 проценчĕ чухлĕ кăна пулнă. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен шанчăклăн тытăнса тăраканни “Шимкусский” хуçалăх кăна. Ыттисем ансах пыраççĕ. “Пире пулăшу кирлĕ, инвесторсем шыратпăр. Инвесторсем çук мар, вĕсем Мускавран та килеççĕ, миллионсем хывма шантараççĕ, анчах иккĕлентерет вĕсем ĕçлесе каясси”, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.
–Ăçтан уйăратăр ĕçлейрессипе ĕçлеймессине? – çавăнтах ыйту пачĕ комитет председателĕ.
–Эпир хамăр районтан тухнă инвесторсене шанатпăр. Вĕсен йăх тымарĕсем тăван тăрăхсемпе çыхăннă, вĕсем – район патриочĕсем. “Акконд” директорĕ, Сирĕн ĕçтешĕр Валерий Николаевич Иванов, “Чутеевский” хуçалăха çĕклекен Виталий Петрович Гурин е Кармалти пĕр тăван Грачевсем пек тăрăшуллисем, тăван районшăн çунакансем, – пулчĕ хурав.
–Çавăнпа ыйтрăм та. Тăвай районĕнче ял хуçалăхне аталантарас ĕçре ырă тĕслĕхсем пур. Инвестор-патриотсем пурри çав тери лайăх. “Акконд–агро” тĕслĕхĕ çынсен психологине ырă улшăнусем илсе килме тивĕç, – пĕтĕмлетрĕ шухăша комитет председателĕ.
Депутатсем хăйсен ĕçтешне, “Акконд” фабрикăн генеральнăй директорне Валерий Николаевич Иванова çак хăюллă ĕçе мĕнле тытăнни, йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерсе пыни çинчен каласа пама ыйтрĕç.
–Эпĕ сире хам курса тÿснине, пурнăçа мĕнле ăнланнине кăна каласа парасшăн. Эпĕ те иккĕленмен мар. Патшалăх кирлĕ законсем йышăниччен тăхтамалла мар-и? Анчах вăхăт иртет. Çавăнпа та: “Эпĕ мар-тăк, кам?“ текен шухăш вăй илчĕ. Шухăшласа пуçăннă ĕçрен каялла чакас килмерĕ. Халĕ пăхатăп та, эпĕ шухăшлани, хам курас тени, йăлтах мар пулсан та, пурнăçа кĕрсе, йĕркеленсе пырать. Комплекс ĕçлет. Унăн иккĕмĕш черетне те хута ятăмăр. Малалла мĕн? Унпа çеç чарăнмалла мар. Пĕтĕм технологи процесĕсене вырăнта йĕркелемелле. Иртнĕ çул “Акконд-агро” сĕт ĕçлесе хатĕрлекен тата унран продукци туса кăларакан цеха хута ячĕ. Выльăхсем валли (вĕсене 1000 пуçа çитересшĕн) апат кирлĕ. Эппин пирĕн уйсенче акса-лартса ÿстермелле. Паянхи куна “Акконд-агро” общество 3,4 пин гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлет, çав шутра хăйĕн харпăрлăхĕнче – 1047 га. Акакан лаптăксем 2999 га, вĕсенчен 1165 гектарне тĕшĕллĕ тырăсем йышăнаççĕ. Уйсене ĕçлесе хатĕрлеме çĕнĕ, энергие перекетлекен, çав вăхăтрах тухăçлă ĕçлекен техника кирлĕ. Ăна лизинг йĕркипе те, кредит шучĕпе те туянатпăр. Акционерсен хупă обществи 5 çулта районта кăна мар, республикăра та малта пыракан хуçалăх пулса тăчĕ. Ăна йĕркелени çĕнĕрен 42 ĕç вырăнĕ тума май пачĕ. Продукци реализацилесси 6,4 хут, уйăхри вăтам ĕç укçи 2,8 хут ÿснĕ (2010 ç. – 9023 тенкĕ). Район бюджетне кăна 2 млн. тенкĕ налог тÿлевĕсем пырса кĕнĕ. Коллективра 100 çын ытла ĕçлет. Кашни тăваттăмĕшĕ – 35 çула çитмен çамрăксем.
“Акконд–агро” халĕ куллен 8 тонна сĕт суса илет, вăл чи пысăк сорта тивĕçтерет. Пĕр пайĕпе фабрикăра кондитер изделийĕсем туса кăларас ĕçре усă куратпăр. Ĕçлесе хатĕрлекен цех куллен 3 тоннăна яхăн сĕт илсе тăрать. Сĕт хальлĕн, кефир, тăпăрчă, хăйма туса кăлараççĕ. Малашне вакуум савăтпа çемçе сырсем тума пăхнă. Пысăк пахалăхлă тавар туса кăларассишĕн тăрăшмалла. Ку пирĕншĕн пуçламăшĕ кăна, çавах та, йывăрлăхсене, кăткăслăхсене пăхмасăр, эпир çакна тума пултартăмăр. Мĕншĕн ял хуçалăх предприятийĕн хăйĕн бизнес пулмалла мар? Татса парайми йывăрлăхсем çук. Шухăшламалла, чупмалла, шырамалла. Паян районти чылай хуçалăх хевтесĕрлĕх кăтартать пулсан, тен, вĕсен пĕр пайне приватизацилесе ĕçлеме, шухăшлама пултаракан уйрăм çын аллине памалла? Çынсем, хăйсен тăвакан ĕç тупăшлине курсан, çĕр çывăрмасăр ĕçлеме хатĕр”, – терĕ В.Н.Иванов.
–Мана Валерий Николаевич шухăшĕ çав тери килĕшет. Ял хуçалăхĕ те тупăшлă ĕçлеме тивĕç, патшалăхăн ăна пулăшса пымалла, – палăртмасăр тăма пултараймарĕ Николай Владимирович.
Тухса калаçакансем çавăн пекех ялти кадрсен проблемине хускатрĕç. Çынсем ĕçлесшĕн мар, ансат пурăнасшăн, ĕçкĕпе иртĕхеççĕ, вăрлаççĕ. Ĕçе çĕнĕлле йĕркелесен, уншăн кирлĕ пек хавхалантарсан, условисем туса парсан ял çыннин те ĕçлес туртăм вăранĕ. Мĕншĕн çынсем ЯХПК ĕçне хутшăнасшăн мар, фермер патне хаваспах тухса утаççĕ? Мĕншĕн тесен фермер вĕсене кашни кунхи ĕçшĕн çийĕнчех тÿлет. Коллектив пуçĕнче пуçаруллă, вăй-халлă, алăсене усман çын кирлĕ. Паянхи пурнăçра ĕнерхилле шухăшлакан малалла каяймĕ, – çак шухăша палăртрĕç тухса калаçакансем.
Ун хыççăн депутатсем “Акконд–агро фирмăн” сĕт ĕçлесе хатĕрлекен тата сĕт юр-варĕсем туса кăларакан цехпа, выльăх-чĕрлĕх комплексĕпе паллашрĕç. Тăвай тăрăхĕнче те ял хуçалăх производствине ку чухнехи наука никĕсĕ çинче йĕркеленипе вĕсем пурте кăмăллă юлчĕç.
Лару ĕçне Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.П.Мидуков хутшăнчĕ. Депутатсем сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх йышăну хатĕрлерĕç.


"Ял ĕçченĕ"
21 июня 2011
00:00
Поделиться