Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Суя укçа пирĕн района та çитнĕ

Республикăра суя укçасем тупăнкалани пирки пĕлетпĕр-ха. Пирĕн района та çитрĕ çак ултав.
Ялти магазинри сутуçă хăйне суя укçа панине асăрхамасăр юлнă. Унтан вăл тепĕр специалист витĕр чиперех тухнă. Банкра кăна тупса палăртнă суя укçана.
Çакнашкал тĕслĕх урăх ан пултăр тесен магазинсене пурне те ултава хăвăрт асăрхама пулăшакан приборсемпе тивĕçтермелле. Тетте купюрăсене тĕрлĕ çĕре ĕçлеме каякансем илсе килме пултараççĕ района. Улталанас мар тесен кашни çыннăн чăн укçа уйрăмлăхĕсене пĕлмелле.
Укçан мал енне çÿле сылтăм кĕтесе “Билет Банка России” тесе çырнă, аялта сулахай енче куç япăх куракан çынсем валли пÿрнепе хыпашласа пĕлмелли рельеф пур. Купюрăна çутта хирĕç тытсан, ун çинче хакне палăртса çырнисем курăнаççĕ. Çав тĕле пÿрнесемпе хыпашласа пăхсан, яка пулмалла.
Банкнот çинчи Ярославль хулин гербне тĕрлĕ май çавăркаласа пăхсан вăл пиçсе çитнĕ хăмла çырли тĕслĕ те, ылтăнăн-симĕсĕн те курăнать.
Суя укçана чăннинчен уйăрма тимлĕ пулмалла кăна. Ытларах пĕр пин тенкĕлĕх купюрăсене сĕнеççĕ ултавçăсем. Енчен те эсир çакнашкал лару-тăрăва лекрĕр пулсан, суя укçана каялла тавăрса пама ан васкăр. Тĕрлĕ сăлтав тупса шалти ĕçсен районти пайне – 2–11–15 е 2–12–92 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Суя укçапа усă курни йывăр преступленисен йышне кĕрет, асăрханăр.


"Ял ĕçченĕ"
21 июня 2011
00:00
Поделиться