Ĕçкĕ – пушарсен сăлтавĕ
Вут-кăварпа шÿтлемеççĕ. Ку чăнлăх пурне те паллă. Анчах, шел те, районта пушарсен хисепĕ çав-çавах ÿссе пырать. Вут-çулăмра çынсем вилеççĕ, çурт-йĕр, пурлăх пĕтет.
Ватăсем ахальтен каламан пулĕ “Инкек куçа курăнса килмест, пушар вара сăлтавсăр тухмасть” тесе. Пушар сăлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах та ĕçкĕ-çикĕне, эрех-сăрана пула тухакан пушарсен сăлтавĕсем темшĕн нумайрах. Ÿсĕр çын хăйĕн хăтланăвĕсене кирлĕ пек хак пама, контроллеме пултараймасть, хăйне йĕркесĕр тытать, тăванĕсемпе кÿршисем асăрхаттарса каланисене пуçа илмест. Алкогольпе минренĕскер, вăл сигарет тивертсе ярать, унпах вырăн çине выртать, çывăрса каять. Çакă мĕнпе вĕçленесси паллă: йăсăрланакан сигаретран вут хыпса илет, пушарта час-часах хăйĕн айăпне пула ÿсĕр çын пурнăçĕ татăлать тата пĕрле пурăнакансем те, унпа пĕрле ĕçкĕпе айкашнисем те шар курма пултараççĕ.
Çапла эрехçĕсен айăпĕпе кăна пĕлтĕр районта 6 пушар тухнă, кăçал çак тапхăрта – 5 пушар!
Эрехпе туслашни харпăр хăй çемйисене, предприятисемпе организацисене, обществăна калама çук пысăк сăтăр тăвать. Пушарсене илес пулсан, кашни тăваттăмĕш пушар эрехпе иртĕхнипе тухать. Ахальтен мар пулĕ халăхра “Инкекĕ те, айăпĕ те – эрехре” тесе калаççĕ.
Çавăнпа та пĕр самантлăха та манас марччĕ вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки, вăл алхасма пуçласан кĕске вăхăтрах пĕр хуçалăха çеç мар, юнашарсен кил хуçалăхне те ярса илме пултарни çинчен. Çуллахи шăрăх кунсенче хуçалăхра яланах шыв тултарнă пичке пултăр. Мунча е лаç кăмакисене хутнă чух вĕсене пăхакансăр ан хăварăр, кăмакасене ытлашши нумай хутса ан тултарăр, вĕсем чăтмасан та пултарĕç. Кăмакасене вăхăтра юсаса, шуратса тăрăр. Кил-хуçалăхри электричество пралукĕсем пирки те манас марччĕ, вĕсем кивелнĕ пулсан, ылмаштарасчĕ. Сирĕн кил-хуçалăхри çитменлĕхсене, хăвăрсăр пуçне никам та пĕлмест, хăвăр тăрăшмасан никам та килсе туса памĕ.
Яланах асра тытăр: пушартан хÿтĕленмелли правилăсене тĕрĕс пăхăнакан çеç хăйне те, кÿршисене те пушар хăрушлăхĕнчен шанчăклă сыхлать.