Республика кунне уявларăмăр
Пĕтĕм тĕнчери йăхташăмăрсен кĕтнĕ уявĕ – республика кунĕ. Вĕсем çак праçникре хăйсен тĕп килне – Чăваш çĕр-шывне – пухăнаççĕ.
Эпир пĕрле чун каниччен чăн чăвашла юрлатпăр, ташлатпăр, пĕр кăкран тухнă тăванăмăрсемпе курса калаçатпăр. Пушкăртстанран, Тутарстанран, Мурманскран, Оренбургран, Красноярскран, Беларуçран тата ытти çĕртен хутшăннă уява. Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсенчи коллективсем те хапăл тунă аякри тăвансемпе пĕрле савăнма.
Пирĕн районти Тăрмăш ялĕнчи Матросовсен 18 çынран тăракан çемье ансамблĕ Шупашкарти Хĕрлĕ лапамри сцена çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Туй тата тăвайсен ĕлĕкхи юррисене шăрантарнă, ташланă, тĕрлĕ кĕвĕпе паллаштарнă ентешĕмĕрсем. Вĕсене тăвăллăн алă çупса тав тунă пухăннисем.
“Шупашкар: 500 çул” культурăпа кану паркĕнчи сцена вара ыттисемпе пĕрле пирĕн купăсçăсене (пурĕ Саккăрăн) тата тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсен лауреатне А.Кондратьев вĕренекене хапăл туса йышăннă. Тăвайсен маттурлăхĕпе питĕ кăмăллă юлнă республика хăнисем. Уйрăмах пĕчĕк Сашăна хавхалантарнă вĕсем.
“Салют” культура çурчĕ умĕнчи сцена çине те пĕрин хыççăн тепĕр коллектив тухнă. “Ай, еплерех илемлĕ юрлаççĕ, ай маттур чăвашсем”, – тесе калаçрĕç уяврисем. Кунта пирĕн халăх ушкăнĕ “Тăвай ен” ансамбль (ертÿçи В.Шакртов), купăсçăсем, А.Кондратьев хутшăннă çынсене савăнтарма.
Республика кунĕнче пулнисене Дипломсемпе Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă. Шупашкарти тăвайсен концерт программине культурăпа кану центрĕн илемлĕх ертÿçи В.Александрова хатĕрленĕ. Районти 34 артист пулнă уявра.
Пире тĕнчери чăвашсен пултарулăхĕпе паллашма май туса панăшăн район администрацине, Тĕмерти шкул водительне Н.Жилкина, Йăнтăрчăри культура çурчĕн директорне Ю.Васильева тав тăватпăр, ĕçĕсенче ăнăçусем сунатпăр.