Çителĕклĕ апатпа продукци те ытларах пулĕ
Çанталăк уйра ĕçлеме йĕркеленсе пынă май, пур йышши хуçалăхра та тăрăшсах калчасене пăхса тăма, курăксем çулса выльăх апачĕ хатĕрлеме пикенчĕç.
“Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕнче утăпа сенаж хатĕрлеме тытăннă. Эпир иртнĕ юнкун пултăмăр унта. Çак кун тушкилсем утă хатĕрлетчĕç. Курăка вĕтетсе тиекен техника ваннипе вăхăтлăха сенаж тума чарăннăччĕ. Çавăнпа массăна таптаса пусăрăнтаракан тракторсем те траншейăран айккинче ларатчĕç. Утă рулонĕсем вара уйран ферма территорине кĕме тытăннăччĕ, вĕсене утă хранилищи çумне пушатаççĕ, унтах ура туса упраççĕ. Рулонсене икĕ пĕртăван Алексеевсем – Владимирпа Виталий Ильичсем вăрăм прицеплă Т–150 тракторсемпе турттараççĕ. Владимир Ильич маттур, тепĕр хушма прицеп та кăкарса янă. Çапла вара вăл автопоезд пекех курăнать, 38–40 рулон таранах илме пултарать пĕр рейсра. Ĕç тухăçлăхĕ куçкĕрет ÿсĕнет. Виталий Алексеевăн Ярослав ывăлĕ те кунтах, Александр Ложков тиекен рулонсене Владимир Ахиллепе пĕрле прицепсем çинче майласа, вырнаçтарса тăрать. Александрпа Михаил Ложковсем – Комсомольски районĕнчен, вĕсем, хăйсем каланă тăрăх, виççĕмĕш çул ĕнтĕ хĕрÿ ĕççи вăхăчĕсенче Тушкилте, “Шимкусский” хуçалăхра ĕçлеççĕ, кунти çынсене кăмăллаççĕ. Утçи пуçлансан иккĕшĕ те нимĕç комбайнĕ çине ларнă. Вăл вара, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, вăхăтлăха ваннă, юсавра халь моторĕ.
Т–25 трактортан кĕрепле кăкарса утта тавăраканĕ Сергей Ильяхунов терĕç. Вăл “варкăштарать” кăна паккуссене, рулон тăвакансене ĕç фрончĕ туса парать. Рулонсене, халичченхи пекех, Николай Константинов çыхса хатĕрлет. Тепĕр пресĕпе Виталий Николаев пухса калăплать. Анчах вăл кăнтăрлаччен паркраччĕ-ха, шăпах çав пресс-подборщик айĕнче тăрмашатчĕ, тем тухатлатчĕ. Кĕçнерникун вара, хуçалăх ертÿçи Ю.Алексеев каланă тăрăх, ăна сенажлăх масса вĕтетсе тиеме КПИ–2,4 косилка çине лартнă.
Ферма территорине илсе çитернĕ рулонсене кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, Николай Георгиев МТЗ–80 трактор çине çакнă хăрах йĕплĕ стогометпа пĕр-пĕрин çине иле-иле хурса ура тăвать. Ку вăхăт тĕлне, чăн та, турттарса хатĕрленĕ утă рулонĕсем нумаях марччĕ тата вĕсем чĕрĕрех те пекчĕ. Анчах татах та типсен шăмми-шакки кăна тăрса юлĕ люцернăран. Çавă та шухăшлаттарать. Кăçал вĕт-ха, курăксен тунисем те, паккуссем те хулăн. Выльăх апачĕ хатĕрлесси вара, тĕпрен илсен, тин пуçланнă. Çавăнпа ĕçлемелле те ĕçлемелле. Çанталăкĕ кăна патăр, курăкĕ пур, масси лайăх чухне тĕрлĕ выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлеме май килĕ. Ку вăл тĕрлĕ шайри чиновниксем хушса, кăтартса ларнипе пулакан япала мар, ĕçлекен çынсен тарĕпе хушăнакан пурлăх.
Уйра курăк пуссинче çеç мар, машина-трактор паркĕнче те механизаторсемпе ытти ĕç тăвакан çынсем пурччĕ. Сăмахран, Александр Маргушовпа Юрий Дубровин механизаторсем плуг çаклатса сухалама каяс умĕн харпăр хăй техникине пăхса-йĕркелесе яратчĕç. Кун умĕн вĕсем кĕр тыррилĕх çĕр лаптăкĕсене дискаторсемпе кăпкалатнине пĕлтĕм. Иккĕшĕн те – Беларус 1221 тракторсем, иккĕшĕ те техникăна тата çĕр ĕçне пĕлекен ăстасем. Анчах техникăпа чакаланмасăр та пулмасть авă. Иккĕн юсавра та çăмăлрах вĕсене.
–Эпир ĕçлеме ÿркенместпĕр-ха, анчах ял хуçалăхĕнче ĕç укçи ÿсменни пăшăрхантарать вăт. Çав вăхăтрах пурнăçра пурте вĕçĕм хакланса пырать, – теççĕ механизаторсем. Хăйсем ял хуçалăхĕ çине те тимлĕх ытларах хума тытăнасса кĕтеççĕ, шанаççĕ. Кăшт айккинерех тепĕр Дубровинĕ те, Александр, хăй ĕçлекен КПС косилкăна уя тухма хатĕрлетчĕ. Курăксене унпа тата “Нива” комбайнпа çулнă терĕç ку таранччен.
Валентин Емельянов тимĕрçĕпе Валерий Мешков "сăхăтпуçсем" токарь те паркраччĕ. Вĕсем техникăна юсас ĕçре пысăк пулăшу ĕнтĕ. Алексей Степанов та, водительте ĕçлекенскер, пырса тухрĕ парка. Вăл, ĕçтешĕсем каланă тăрăх, тинтерех пенсие тухнă, анчах хăй кăмăлланă ĕçе пăрахман курăнать. Сăмах майăн каласан, пенсие тухнисем татах та пур механизаторсемпе паркра ĕçлекенсем хушшинче. Çапах та производствăран уйрăлма хыпаланмаççĕ, ыттисемпе танах ĕçре тăрăшаççĕ. Пытармасăр каласан, Тушкилте эпĕ тăтăшах пулатăп та, куратăп: нумайăшĕ хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă. Вĕсем чăннипех пысăк хисепе тивĕç, шанчăклă çынсем.
Ялта техника хушăнни те савăнтармасăр тăма пултараймасть ĕнтĕ. Акă Надеждăпа Андрей Моряковсен тĕлĕнче ытти техникăпа пĕрлех çĕнĕ “Палессе” тĕш тырă комбайнĕ ларнине асăрхарăм. Надежда Морякова хресчен-фермер хуçалăхĕн ырлăх-пурлăхĕ вăл. Вăхăтлăха ăна хăйсен тĕлнех лартнă авă. Асăннă агрегат кăçал пĕрремĕш хут тырăшăн кĕрешĕве кĕрĕ.
Эпир Тушкилтен килсен каçкÿлĕм унта та, ытти хăш-пĕр çĕрти пекех, çумăр çунă, терĕç. Çапах та ку “Шимкусский” ЯХПК ĕçченĕсене выльăх апачĕ хатĕрлеме нумай чарса тăраймĕ. Сенаж та, утă та хатĕрлĕç, вĕсен пахалăхĕшĕн те тăрăшĕç. Курăксем çулса пăрахни те, çулмалли те пур. Çителĕклĕ хатĕрленĕ апат выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерме май парĕ. Ку вара хуçалăхшăн та, ял ĕçченĕсемшĕн те хушма укçа-тенкĕ. Чăн та, уншăн нумай вăй хума, кĕрешме тивет.