Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă

Район администрацийĕн залĕнче йĕркене пăсассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ултă ыйту пăхса тухнă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, район прокурорĕ В.Николаев, шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕн çумĕ В.Федоров, Канаш хулинчи оперативлă уйрăмăн начальникĕ В.Руссков, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкулсен директорĕсем, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем хутшăннă.

Тăвай енри оперативлă лару-тăрупа, преступлени тăвассин тата йĕркене пăсассин 5 уйăхри кăтартăвĕсемпе шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕн çумĕ В.Федоров паллаштарнă.

Преступлени тăвасси районта пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 14,5 процент чухлĕ ÿснине (71–62) палăртнă вăл. Уйрăмах йывăр преступленисем, ют пурлăха çаратасси, çав шутра çĕмĕрсе кĕрсе вăрласси, нумайланнă. Пурăнма укçа-тенкĕ çуккисем çакнашкал начар ĕçсене тума хутшăнни палăрать. Судпа айăпланнисем, пĕрре преступлени тунисем тепĕр хут тĕрĕс мар çул çине тăни милици сотрудникĕсене самаях шухăшлаттарать. Ку ушкăнри çынсене социаллă хÿтлĕх çукки, ĕç тупайманни, кил хуçалăхри лару-тăрăва лайăхлатма пултарайманни çĕнĕлле, йĕркелĕхе пăхăнса пурăнассинчен пăрать.

Вырăнсенчи профилактика совечĕсем мĕнле ĕçленипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем – В.Разин (Тăрмăш), Л.Медведев (Чутей), Е.Дмитриев (Элпуç) тухса калаçнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене участоксенчи уполномоченнăйсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ. Халăх дружинин членĕсене, обществăлла ушкăнсемпе депутатсен корпусне профилактика ĕçне активлăрах хутшăнтарма каланă. Тĕрмерен тухнисем, условнăй майпа айăпланнисем, учетра тăракансем хăйсене мĕнле тыткаланине асăрхасах тăма кирли пирки палăртнă.

Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ыйтусемпе Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Гаврилов сăмах илнĕ. Ĕçкĕçсем йăлари преступленисем ан туччăр тесен алкогольлĕ шĕвексене вăрттăн сутассин çулне пÿлес енĕпе активлăрах ĕçлеме, çын сывлăхне сиенлессинчен пăрăнас енĕпе медицина учрежденийĕсенче профилактика кунĕсем йĕркелессине йăлана кĕртме ыйтнă. Килте сăмакун юхтаракансемпе калаçусем йĕркелени те пурнăçри лару-тăрăва аванлатма пулăшнине палăртнă.

–Экономика тĕлĕшпе тунă преступлени, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 89 процент чухлĕ ÿснĕ Тăвай енре. 1 преступлени пысăк тата уйрăмах пысăк суммăллăх тунă, иккĕ – ушкăнпа, – тенĕ Канашри оперативлă уйрăмăн начальникĕ В.Руссков.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ бюджет укçи-тенкипе тĕллевсĕр усă курнине е ăна вăрланине, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, коммуналлă тата ял хуçалăхĕсене аталантарма пулăшакан проектсене пурнăçланă чухне пулакан йĕркесĕрлĕхе уçса паракан информацисем пухассипе ĕçлеме сĕннĕ.



"Ял ĕçченĕ"
01 июля 2011
00:00
Поделиться