Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Усăллă иртрĕç лагерьти кунсем

Районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ Тăвайри вăтам шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли лагерь йĕркелерĕ. Вăл июнĕн 1–21-мĕшĕсенче ĕçлерĕ.

Тĕпрен илсен, йывăр лару-тăруллă, сахал тупăш илекен çемьесенчи, тăлăха юлнă ачасем, пурĕ çирĕмĕн, канчĕç унта. Куллен 60 тенкĕлĕх апатлантарнă вĕсене.

Лагерьте каннă вăхăтра ачасем ăс-тăна аталантармалли, ÿт-пĕве çирĕплетмелли конкурс-вăйăсене, спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăнчĕç.

Тăван тавралăха çул çÿреве тухни те нумайлăха асра юлĕ. Тăвай енĕн илемлĕ вырăнĕсемпе киленнĕ май, чĕрĕ чунсене, чечек-курăксене сăнама, паллама вĕренчĕç вĕсем. Сиплĕ ÿсен-тăрансенчен гербари хатĕрлерĕç. Шăнăр курăкĕ, ама хупахĕ, шăши кикенекĕ, мулкач курăкĕ, петнĕк, вĕлтрен... Мĕнле кăна сиплĕ чей курăкĕ ÿсмест пулĕ пирĕн таврара. “Хамăр ура айĕнчех мĕн чухлĕ пуянлăх!” – тĕлĕнчĕç ачасем. Вĕсене пухса кашнин çинчен мĕнрен усăллине, сывлăх рецепчĕсене палăртса пĕчĕк кĕнеке йĕркелерĕмĕр. Çамрăк тĕпчевçĕсем хăйсем пĕлнине Кушкăри ваттисен çуртĕнче пурăнакансене те тĕплĕн каласа пачĕç, концерт кăтартса савăнтарчĕç. Аслă ăру çыннисем хăйсене манманшăн, çапла сума сунăшăн, чей курăкĕсемпе тивĕçтернĕшĕн ачасене, вĕсене вĕрентекенсене – В.Г.Шакровапа И.М.Тарасова воспитательсене – чунтан тав турĕç, татах килсе çÿреме ыйтрĕç.

ЧР сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин “Тăвайри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ” республикăри патшалăх учрежденийĕн директорĕ Л.П.Гурина та пулчĕ лагерьте канакансемпе пĕрле. Вăл та ватăсене çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Каялла таврăннă чухне çула май “Акконд–агро фирмăн” сĕт комплексĕнче экскурсире пултăмăр.

Транспортпа тивĕçтернĕшĕн райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне В.Я.Шакрова тав тăватпăр.



"Ял ĕçченĕ"
01 июля 2011
00:00
Поделиться