Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ялта пурăнма лайăхрах

Кашни районăнах тĕп ялĕ пур. Центр, теççĕ ăна вырăсла. Район центрĕн ыттисенчен илемлĕрех, илĕртÿллĕрех пулмалла ĕнтĕ, таврари ялсемшĕн тĕслĕх пулса тăмалла.

Тăвай çавнашкаллисен йышне кĕрет. Унта çыннисем те нумайрах пурăнаççĕ, вĕсем тасалăхпа тирпейлĕхе кăмăллаççĕ. “Хулари пек пурăнатăр эсир”, – теççĕ вара район центрĕнчи çынсене. “Халь эпир хуларинчен те лайăхрах пурăнатпăр”,– тесе хуравлас килет вĕсене.

Тăвай ялне килсе куракансем çакна çирĕплетеççĕ пулĕ, тесе шухăшлатăп. Халиччен кашни утăмрах тенĕ пек чечек клумбисем пулман кунта. Паянхи кун организацисем хăйсен территорийĕсене чечексемпе илемлетме тăрăшнă. Хăш-пĕрисем чарăнса тăрсах илемпе киленеççĕ халь. Тĕп çул хĕррисемпе çум курăк ашкăрмасть. Тротуарсем, урамсем çÿп-çапран тасалчĕç. Утса пыракансем ятарлă ещĕксене асăрхама пуçларĕç-ши? Е коллективсем тăтăшах тасатса тăраççĕ? Пĕрех ку енĕпе ырă улшăнусем пур.

Кивĕ шкул умĕнче тепĕр чухне кÿмеллĕ амăшĕсем тăнине асăрхама пулать. “Ачасене вылямалли, ярăнмалли, вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли оборудованисене лартса пĕтерсенех çĕр улми ани çине кайма пăрахатăп”, – шÿтлет пĕри. Кунти йывăçсем хушшинче З.Космодемьянская ячĕллĕ ача-пăча паркĕ пулать. Унта кулленех çынсем ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Оборудованисене лартса пĕтерсен тепĕр кунне чуччусемпе пĕчĕк тăвайккисене ачасем сырса та илнĕччĕ, кĕшĕлтетеççĕ кăна. Ашшĕ-амăшĕ пушă вăхăтра паркри ĕçсене хăвăртлатма пулăшсан аван пулмалла та. «Пĕчĕккисен хăйсен тĕнчи, вĕсем аслисене кĕтмеççĕ, ав еплерех хĕпĕртеççĕ. Кунти ĕçсене çывăх кунсенче вĕçлемелле пирĕн»,– тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.

Ленин урамĕнчи баннерсем умĕнче тăтăшах çынсене куратăн халь. Районти сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕве тата культурăна, çамрăксен ĕçĕсене сăнлакан сăн ÿкерчĕксем пурин кăмăлне те каяççĕ. “Ай, эпĕ те лекнĕ-çке кунта”, – тесе тĕлĕнет ав пĕри. Хăйне баннер çинче курнă хыççăн тата тăрăшарах ĕçлет ĕнтĕ вăл. Яла пырса кĕнĕ çĕрти баннерсене те улăштарчĕç. Ку ĕç малалла пырать. Хаçат номерĕ кун çути тухнă çĕре тепĕр баннер çынсене савăнтарма пуçлассине пĕлме тÿр килчĕ. Тăвай илемленсе пынине темиçе тĕслĕх кăна илсе кăтартрăм. Пуçарăвĕ лайăх. Пирĕн пурин те ăна çул парса, ырă ĕç тума пулăшса пымалла кăна. Утса пынă çĕртех хут татăкĕ пăрахассине манмалла. Качакасемпе ĕнесене чечексемпе йывăçсене сиенлеме памалла мар. Хуларисем те тăтăшах çÿреме пуçлĕç вара пирĕн район центрне.

 



"Ял ĕçченĕ"
01 июля 2011
00:00
Поделиться