Кадетсем – иккĕмĕш
Çамрăк армеецсен “Зарницăпа” “Орленок” вăййисенче район чысне Тăвайри вăтам шкул ачисем ăнăçлă хÿтĕленĕ. Канаш районĕнчи А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ лагерь çывăхĕнче иртнĕ ăмăртусене кăçал 74 команда е 1200 ача хутшăннă, вĕсем çар çыннин йĕркипе ултă кун пурăннă.
“Орленок” ушкăнра тăвайсем 5-мĕш вырăн йышăннă, республикăри кадетсем хушшинче вара иккĕмĕш пулнă. Çамрăк армеецсене вăйăсене А.А.Пимулинпа М.Е.Алексеев учительсем лайăх хатĕрленĕ.
"Ял ĕçченĕ"