Пурне те тимлĕх кирлĕ
Кăçал, пулас тухăçшăн тăрăшса, районти хуçалăхсем уйсенче чылай ĕç туса ĕлкĕрчĕç.
Паянхи кун тĕлне районĕпе тĕрлĕ çум курăка пĕтерме 9144 гектар çине имçамсем сапнă. Сахал мар ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕнче çак ĕçсене вăхăтра тата лайăх йĕркелесе ирттернĕ. “Шимкусский” (агрономĕ М.Павлов) тата “Красная Чувашия” (агрономĕ В.Шутов) ял хуçалăх предприятийĕсенче тырă калчисене çум курăкран гербицидсем сапнă чухне пĕрлех фунгицидсемпе (ÿсен-тăран чирĕсене пĕтермелли имçампа) те усă курнă. “Шимкусский” хуçалăх мĕн пур калча лаптăкне биологилле препаратсемпе – планризпа, азотобактеринпа сапса тухнă. Тăрăшни сая каймĕ: тĕш тырă калчисем парка çитĕнеççĕ, тĕрлĕ чирсем те сарăлмаççĕ.
Иртнĕ эрнере Шупашкартан специалистсем килсе хăш-пĕр хуçалăхсен уйĕсенче мониторинг ирттерчĕç. Чи малтанах “Акконд–агро фирма” общество уйĕсене пăхса çаврăнтăмăр. Куккурус уйĕнче гербицид сапманни паллă пулчĕ. Ку ĕçе, агроном каланă тăрăх, халь-халь пурнăçлаççĕ. Пăрçа ани çине те çитрĕмĕр. Вăл çум курăксăр, таса. Пăрçана сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсем ытлашши маррине палăртрăмăр. Тулă, урпа анисене çум курăкран гербицид сапнă. Кĕрхи тулă ани çинче вара, пучахсем çинче, трипс личинкисем нумай пулни палăрчĕ. Пучах çинче вĕсем 30–40 личинкăран иртмелле мар пулсан, чăннипе 40–60 таранах пурри курăнчĕ. Пучах пыйти те пур. Çавăнпа кун пек участоксене инсектицидсемпе (сиенлĕ кăпшанкăсене пĕтерекен хими хатĕрĕсемпе) ĕçлесе хатĕрлемелле. А.Н.Михайлов агроном ку ĕçе те çывăх кунсенчех туса ирттерме шантарчĕ. Ку тулă участокне элита вăрлăхпа акса хăварнă.
Сăхăтпуçĕнчи С.В.Андреев хресчен-фермер хуçалăхĕн уйĕсенче те пултăмăр. Тыррисем, тĕпрен илсен, çум курăкран таса. Кăшман участокне вара çум курăкран гербицид сапса ĕлкĕреймен. Çавăнпа çум курăк чылай ÿссе кайнă. Сергей Васильевич кăшман уйне алăпа çумлаттаратăп тесе каларĕ. “Кашни кун тенĕ пек çумăр çуса тăни те ана çине вăхăтра кĕме памарĕ, ĕçе чăрмантарчĕ”, – терĕ С.Васильев.
Калчасене çум курăкран хÿтĕлесе вуçех те нимĕн те сапманнисен шутĕнче – “Можарский” ООО, Г.Осипова тата Л.Канясев хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Халĕ вара гербицид сапмалли вăхăтсем те иртсе пыраççĕ, калчасем пуç кăлараççĕ. Кун пек чухне гербицидсемпе усă курма чарăнмалла. Çĕр улми уйĕсенче вара колорадо нăррисемпе, вĕсен личинкисемпе кĕрешмелле.