Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ
Шалти ĕçсен районти пайĕн сотрудникĕсем ытларикун ултă уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетме пухăннă.
Коллектив ертÿçи В.Обаськин, ăна ĕçре пулăшса пыракансем – Б.Борисов, В.Федоров, В.Цыганов тата ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Николаев тухса калаçнă, хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ. Çавăн пекех пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Ванерке тата шалти ĕçсен министерствин штаб инспекцийĕн начальникĕ Н.Ефремов хутшăннă, тĕрлĕ сĕнÿсем панă.
"Ял ĕçченĕ"