Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Васильевсен ылтăн туй

Ырă тăвакана ял савать, тесе ахальтен каламан ватăсем. Тăвай ялĕнче пурăнакан Сергей Васильевичпа Раиса Карповна Васильевсем пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнма пуçлани 50 çул çывхарнине темиçе çын та пĕлтерчĕç. Хаваспах килĕшрĕм кăмăллă мăшăрпа паллашма.

Район центрĕнчи юсавпа техника территорийĕнчи пĕр хутлă çурт еннелле çул тытрăм çавăнпа çак кунсенче. Килекен хăнасене меллĕ пултăр тесе шăнкăрав та лартса панă алăк айккине. “Кĕрĕр, малалла иртĕр, килти пек пулăр”, – çапла ăшшăн сăмахласа кĕтсе илчĕ Раиса Карповна. Хам мĕн тĕллевпе çÿренине пĕлсен унăн куçĕсем савăнăçпа çуталчĕç. “Сергей Васильевича чĕнсе кĕрем. Пахчара кăштăртатать, ахаль ларасшăн мар”, – тесе тухса кайрĕ.

Хваттерте çамрăк арçынпа хĕрарăм шпалерсене сĕветчĕç. Паллашрăмăр, Васильевсен ачисем иккен, Сашăпа Алена. ”Туй ирттерес умĕн кăштах çĕнетесшĕн-ха”, – пĕлтерчĕç вĕсем. Алăк уçăлса хупăннă сасă илтĕнчĕ кĕçех, 50 çул пурăнакан мăшăр темĕн пирки хаваслăн сăмахласа кĕчĕ. “Ятуллăрах тум тăхăнар-ха эппин. Чăрманма кирлĕ марччĕ”, – калаçăвне тăсрĕç вĕсем.

Сергей Васильевич Канаш районĕнчи Çĕнĕ Пинерте çуралнă. Тăван ялти, Энтриялĕнчи, Шăхасанти шкулсенче пĕлÿ пухнă. Аттестат илнĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникум алăкне хăюллăн уçнă. Çамрăк специалиста Комсомольски районĕнчи “Россия” колхоза янă кайран.

“Ун чухне ял хуçалăхне тимлĕх нумай уйăратчĕç. Кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнисене хисеплетчĕç”, – аса илет çитмĕлтен иртнĕ арçын. Хăйĕн ĕçне ответлăха туйса тăвакан инженер-механика самантрах асăрхаççĕ, “Сельхозтехника” пĕрлешĕвне куçараççĕ. Мастерской заведующийĕнче вăй хума пуçлать Сергей Васильевич.

1965 çулта пирĕн районти çавнашкал предприятире тĕп инженерта ĕçлеме сĕннĕ ăна. “Сирĕн шанăçа тÿрре кăларăп”, – тесе килĕшнĕ ертÿçĕсен шухăшĕпе арçын. “Сельхозхими” пĕрлешĕвне, ял хуçалăх управленине, район администрацийĕн пĕтĕмĕшле пайне илсе çитернĕ тата С.Васильева ĕç çулĕ, юлашкинчен кирпĕч заводĕнче мастерта тăрăшнă. “Ĕмĕрĕм пĕр кун пек иртрĕ. Пĕр çул та отпускпа усă курман, ĕçленĕ те ĕçленĕ”, – сăмах çăмхине малалла сÿтет çемье пуçĕ. Кирек ăçта та хăйĕн ĕçне лайăх пурнăçланипе палăрнă вăл, тĕрлĕ районти пĕрлешÿсен, ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн, республикăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, Дипломсене, парнесемпе укçан премисене пĕр хутчен кăна мар тивĕçлĕ пулнă.

Вĕренсе тухсан ĕçлеме янă Комсомольски районĕ Сергей Васильевич пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă. Каçал ялĕнчи хĕре куç хывнă вăл. Раиса Карповна та кăмăлланă Канаш районĕн каччине. Туслăх юратăва куçнă. Шăпах 50 çул каялла, июль уйăхĕнче, çемье çавăрнă.

Комсомольски хĕрĕн те пурнăç çулĕ интереслĕ. Ялти шкулта вăтам пĕлÿ илсен колхозра вăй хунă. “Медкурсра сакăр уйăх вĕреннĕ хыççăн Первомайски (хальхи Патăрьел) районĕнчи яла трахома чирĕнчен сыватакан пулса ĕçлеме ячĕç. Вера Назарова трахсестра, Екатерина Борисовна акушерка, Агаша санитарка, Петр Алексеевич фельдшер, пурĕ пиллĕкĕн вăй хураттăмăр”, – кун-çулне куçĕ умне кăларчĕ çиччĕмĕш теçеткене ваклакан хĕрарăм.

Комсомол путевкипе çерем çĕр уçма та кайнă иккен Раиса Карповна. Йĕтем çинче, элеваторта тăрăшнă. Унтан таврăнсан тăван енре трахома чирне хирĕç кĕрешме пуçланă. 5 çул ĕçленĕ Урмаево ялĕнче. Комсомольски больницинчи инфекци уйрăмне те илсе çитернĕ ăна шăпи.

Йĕппи хыççăн çиппи, теççĕ. Мăшăрне Тăвай ене ĕçлеме куçарсан Раиса Карповна пирĕн районта пĕр хушă ача садĕнче, унтан поликлиникăра процедура сестринче, 1984 çултан Тăвайри тĕп больницăн туберкулез уйрăмĕнче вăй хунă. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

Тăвайра тĕпленнĕ Васильевсен виçĕ ача çуралнă. Шел, Никита 44 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Саша ашшĕ пекех техникăна килĕштернĕ, подстанцире водительте ĕçлет. Алена амăшĕн профессине кăмăлланă, медсестра специальноçне алла илнĕ, Шупашкарти больницăра çынсене сиплет. Мăнукĕсем те пур Сергей Васильевичпа Раиса Карповнан.

Çемье, юратупа шанчăклăх уявне паллă тунă кунсенче Тăвайри Васильевсене тăванĕсем, çывăх çыннисем ылтăн туйпа саламлĕç. Эпир те хушăнар вĕсен йышне, пĕр-пĕрне юратса, пулăшса, ăнланса тата нумай çул пурăнма сунар.

 



"Ял ĕçченĕ"
08 июля 2011
00:00
Поделиться