Çемье кунĕ – ача-пăча паркĕнче
Тăвайри вăтам шкулăн малтанхи çурчĕ умĕнчи пахча 2–3 уйăх хушшинче, кунта ача-пăча паркĕ тума пуçланă хыççăн, хăйĕн сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарчĕ. Вылямалли, ярăнмалли хатĕрсем, ларса канмалли саксем вырнаçтарнă хыççăн иртен пуçласа каçченех ача-пăча хĕвĕшет кунта. Кам шутлама пултарнă-ха июлĕн 8-мĕшĕнче, чăн тĕн çыннисене Петрпа Февроний çветтуйсене (çемьене, кил вучахне хÿтĕлекенсене), асра тытса пурăннипе çыхăннă уява çакăнта ирттерессе.
Кăнтăрла иртни 4 сехет тĕлне халăх йышлă пухăнчĕ. Парк тулашĕнче çăмăл машинăсем черетленсе вырнаçнă. Апла хăнасем ытти çĕртен те килнĕ тăвайсемпе пĕрле савăнма. “Тăвайри кооператив” потребобщество шашлăк, пылак шыв, апат-çимĕç сутассине йĕркеленĕ. Çынсем черет тăрсах илеççĕ. “Тăвай ен” халăх ушкăнĕ пухăннисене чăваш юрри-ташшипе савăнтарать. Кĕрекене, сумлă вырăна, аслă ăру çыннисем вырнаçнă. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев уçрĕ.
“Раççейре çемье, юратупа шанчăклăх кунне тăваттăмĕш çул паллă тăваççĕ. Çемье – общество никĕсĕ, тĕревĕ. Телейлĕ çынсемпе сывă ачасем – пирĕн халăхăн тĕп пуянлăхĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр районта та çемьесене пулăшас, ачалăха хÿтĕлес тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăваççĕ, – терĕ Юрий Егорович. – Паян çакăнта савăк кулăпа çуталса тăракан ашшĕ-амăшне, ача-пăчана курма питех те хавас. Парка çемье кунĕ тĕлне хăтлăх кÿрес тесе нумай вăй хунă. Хăвăрах куртăр пулĕ, халĕ те ĕçлеççĕ, эсир те пулăшасса шанас килет. Малашне те çакăн пек мероприятисем иртĕç кунта. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп сире. Чĕрĕрсене юрату ăшăтса тăтăр, çемьере килĕшÿпе тăнăçлăх хуçалантăр”.
«Чăваш Енре çемье институтне çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çамрăксене патшалăх енчен пулăшма тĕрлĕ программăсем йышăнаççĕ, – терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Г.Васильев. –Уявра çамрăк мăшăрсем нумаййи савăнтарать. Çирĕп çемье çавăрса чылай çул пурăнакансем, ачисене çĕр-шыва юрăхлă пăхса ÿстерекенсем ыттисемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн, ырă тĕслĕх пулса тăмалла». Генрих Геннадьевич Раççейре çак уява паллă тума пуçлани çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕ, пурне те телей, ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Республика Президенчĕ çак кунсенче Чăваш Енри туслă та çирĕп çемьесене чысланă. “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль илнисем хушшинче пирĕн районти Элпуç ялĕнчи Терентьевсем те пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Шупашкар хăни телейлĕ мăшăра саламларĕç. Райадминистраципе “Единая Россия” партийĕн вырăнти уйрăмĕ ячĕпе парне пачĕç.
Юрий Яковлевичпа Татьяна Николаевна Терентьевсем – ял-йышра сумлă çынсем, 35 çул пĕрле пурăнаççĕ. Кил пуçĕ çак кунсенче 60 çул тултарнă. Вăл тăван хуçалăхра нумай çул вăй хунă. Халĕ Канашри чукун çул çинчи пушар хуралĕнче ĕçлекене иртнĕ çул вăрмансене вут-кăвартан хÿтĕлес ĕçре паттăрлăх кăтартнăшăн орденпа наградăланă. Сăнĕ Хисеп хăми çинче унăн. Мăшăрĕ хуçалăхра бригадирта, ял администрацийĕнче, пенсие тухас умĕн культура çурчĕн директорĕнче вăй хунă. Терентьевсем 5 ача пăхса ÿстернĕ. Пурте çемьеллĕ, аслă пĕлÿ илнĕ. Пухăннисем те телейлĕ çемьене пысăк наградăна тивĕçнĕ ятпа тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Уявра Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерес саккунпа килĕшÿллĕн, хăйсем çĕр хуçи пулнине ĕнентерекен сертификата Йăнтăрчăри С.И.Придня çемйи районта чи малтан илчĕ. Ялта пурăнакан çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа тăрăх Ивановсемпе Филипповсен çемйисене тĕрлĕ суммăлăх сертификатсем пачĕç. Çурт-йĕрпе тивĕçтермелли сертификатсем илнĕ 2 вăрçă участникĕпе 15 салтак арăмне те вăрăм ĕмĕр, ырă та лăпкă кун-çул сунчĕç.
Уяв программине Татьяна Николаева методист лайăх ертсе пычĕ. Çемье, юрату, тăванлăх юррисене шăрантарчĕç Мария Никитина, Зоя Васильева, Татьяна Константинова тата ытти юрăçсем. Чи çамрăк артистсем Юлия Ивановапа Катя Петрова та куракансене уçă сассисемпе килентерчĕç. Лайăх концертшăн Ольга Андреева (2-мĕш номерлĕ ача сачĕ), Галина Никоновапа Надежда Петрова та (музыка шкулĕ) преподавательсем те ăшă тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Вĕсен воспитанникĕсем уява килнисене хăйсен юрри-ташшипе хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕç.
Район центрĕнчи ача-пăча паркĕ – çемьесемпе канмалли питĕ меллĕ вырăн. Йывăçсем айĕнче сулхăн, варкăш çил вĕрет. Çав вăхăтра çамрăксем каçхине пухăнса ларса хăйсем хыççăн сăра бутылкисем, пĕр хут усă куракан тĕрлĕ савăт, пирус тĕпĕсем пăрахса хăварни кăмăла пăсать. Хамăр хыççăн пуçтарса хăвармаллине шута илесчĕ.