Хушма хуçалăхшăн усăллă кредит
Ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе пурнăçа кĕрсе пыракан приоритетлă наци проекчĕ ял аталанăвĕ çине ырă витĕм кÿмесĕр тăма пултараймасть паллах. 2006 çултанпа сахал мар ырă сывлăш кÿчĕ вăл ял хуçалăхне тата çынсен харпăр хăй хушма хуçалăхĕсене.
Ял хуçалăх предприятийĕсем çăмăллăхлă кредитсемпе ку чухнехи тĕрлĕ техника чылай туянчĕç, “Акконд–агро фирма” хупă акционерлă общество выльăх-чĕрлĕх витисем турĕ. Наци проекчĕ пулăшнипе хăш-пĕр ял хуçалăх кооперативĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем те витесене реконструкци туса çĕнетрĕç, выльăхсем, минераллă удобренисем, паха вăрлăхсем, çĕр ĕçĕнче усă курмалли ял хуçалăх машинисем, выльăх апачĕ туянчĕç.
Ялсенче пурăнакан çынсен харпăр хăй хушма хуçалăхĕнче те улшăнусем пулчĕç, килти сектор нумай аталанчĕ. Чи пирваях çынсем выльăх-чĕрлĕх витисене пысăклатса çĕнетрĕç, реконструкци туса лайăхлатрĕç. Тракторсем, груз илмелли машинăсем, мотоблоксем туянчĕç, вĕсемпе çĕр ĕçĕнче, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте, грузсем турттарма усă кураççĕ. Хăшĕ-пĕрисем хурт-хăмăр, пулă ĕрчетсе яма та илнĕ ЛПХ кредитне, лайăх сортлă вăрлăх, ĕне выльăх, килти сектора аталантарма кирлĕ оборудовани туяннă. Çапла наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа 2037 çемье 244 млн. та 982 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илсе усă курнă. Ял поселенийĕсемпе илес пулсан, ку тĕлĕшпе уйрăмах Тăвай, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Элпуç ял поселенийĕсен территорийĕсенче пурăнакансем активлă пулнă, вĕсем харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма паракан çăмăллăхлă ЛПХ кредитне нумай илнĕ. Тĕслĕхрен, Тăвай ял поселенине кĕрекен ялсенче хушма хуçалăх тытакансем çуррине яхăн (49,2 проценчĕ) ЛПХ кредичĕ илсе усă курнă. Иккĕмĕш кăтарту – Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенийĕпе. Кунта халăхăн 39,5 проценчĕ усă курнă çăмăллатнă кредитпа. Йăнтăрчă ял поселенийĕн территорийĕнче те кашни виççĕмĕш çемье ытла ЛПХ кредичĕ илсе ăна харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма янă. Элпуç, Тăрмăш ял поселенийĕсен тăрăхĕнче пурăнакансем те чылайăшĕ хапăл пулнă ăна. Тушкилпе Енĕш Нăрваш, Чутей ял поселенийĕсене кĕрекен ялсенчи халăх вара наци проекчĕн майĕсемпе çителĕксĕр усă курни паллă. Тен, вĕсенче пурăнакансем паян кунччен те кирлĕ пек хакласа çитереймен унăн пулăшăвне.
Районти ялсенче пурăнакан çынсем халĕ те илсе усă кураççĕ ЛПХ кредитне. Халĕ те, унчченхи пекех, Тăвай, Çĕнĕ Пуянкасси, Элпуç тăрăхĕсенче пурăнакансем хастартарах ку тĕлĕшпе. Ман шутпа вара ыттисен те шухăшласа пăхмалла çăмăллăхлă кредит илсе харпăр хăй хуçалăхне аталантарма.